АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЧЕН ÇЫННА ЯЛ САВАТЬ

16 августа 2008 г.

 

Зинаида Петровна Павлова — Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл 1936 çулта Йĕпреç районĕнчи Савка ялĕнче çуралнă. Пĕчĕк Зина 3 çула кайсан Наумовсен çемйи пирĕн районти Çĕнĕ Мăрат ялне куçса килнĕ. Хаяр вăрçă пуçланнă. Çемье пуçĕ Петĕр (ял Совет председателĕ пулнăскер) 1941 çулта çапăçу хирне тухса каять. Килте Зина амăшĕпе, асламăшĕпе, ашшĕн йăмăкĕпе тăрса юлать. Çемьери пĕртен пĕр ача пиллĕкре, асламăшĕ ватă... Пĕтĕм йывăрлăх амăшĕн хулпуççийĕсем çине йăтăнса аннă. Колхозра та ĕçлемелле, çемьене те тăрантармалла. «Анне вăрçă вăхăтĕнче Шупашкарпа Куславккаран краççын, Атăл леш енчен тăвар турттарнине каласа паратчĕ»,— аса илет Зинаида Петровна.

Паллах, тертлĕ вăхăта лекнĕ Зина аппан ачалăхĕ. Апат сĕтелĕ çинче крахмал, викăпа ут кăшкар çăнăхĕнчен пĕçернĕ пашалу... Выçă вилĕмрен хăтарса хăварас тĕллевпе амăшĕ пĕчĕк Зинăна кукамăшĕ патне (Аслă Чурачăка) ăсатать. Анчах та камăн ют çĕрте пурăнас килтĕр; Часах хĕрача унтан тарса килет. Халсăрланнă, выçă çемьешĕн ĕне пăрулани чăн-чăн уяв пулнă (сĕт пулсан аванах пурăнса кайма пулать-çке!).

Вăрçă вăхăтĕнче Зинăн ашшĕне тыткăна илнĕ. Унтан хăтăлсан вăл тăван яла таврăнман, Коми АССРĕнче тĕпленнĕ, çемье çавăрнă.

Тискер вăрçă чарăнсан Зинăпа амăшне уйрăлса тухма çĕнĕ вырăнта плант панă. Вĕсене çурт лартма амăшĕн аппăшĕсем пулăшнă. «Тукай Мишерĕнчен кирпĕч турттараттăмăр, кăмака валли кирпĕч хĕртме урапапа сĕтĕреттĕмĕр. Çурт айккисене курăс хуппинчен тунăччĕ. Тăррине витме М.Л.Киргизов бригадир 4 лав улăм илсе килсе панăччĕ. Уншăн фермăра ĕçлесе тырăпа татăлнăччĕ»,— йывăр вăхăта аса илет Зина аппа.

7 класс пĕтерсен тÿрех фермăра ĕçлеме пуçăннă çамрăк хĕр. Пăру пăхнă çĕрте 10 çул тăрăшнă. Çав вăхăтрах Тукай ялне сĕт турттарма та, ĕнесем валли утă тиесе килме те, чăх фермине тулă леçме те ĕлкĕрнĕ. Каярах, 53 çула çитиччен, дояркăра ĕçленĕ. Нумай терт-нуша тÿссе ирттернĕ ĕç вăхăтĕнче Зина аппа. Пĕррехинче, кăнтăрлахи хуралта чухне вите çунма пуçланă. Вăкăра кăларса ĕлкĕрнех вăл, вара тÿрех вите ишĕлсе аннă.

Йывăр операци хыççăн Зина аппа район больницинче терапи уйрăмĕнче санитаркăра ĕçленĕ.

1956 çулта Зинаида Петровна Николай Кириллович Павловпа çемье çавăрнă. Вăл та тăван колхозрах ĕçленĕ. Анчах та 39 çултах сарăмсăр вилнĕ çемье пуçĕ. Зина упăшкинчен 4 ачапа тăрса юлнă. Кĕçĕнни, Валя, 7 уйăхра, асли, Лена, 8 çулта. «Ачасене черетпе ирхине 4 сехетрен хама пулăшма фермăна илсе каяттăм. Пĕчĕк пулсан та выльăх апачĕ йăтма пулăшатчĕç мăнтарăнсем»,— аса илÿ çăмхине малалла сÿтет хĕрарăм. 1963 çулта çĕнĕ çурт лартнă вăл, 1972 çулта каллех тепĕр пÿрт хăпартнă. Çапла хăйĕн ĕмĕрĕнчи 3-мĕш çуртра пурăнать Зина аппа.

Чăннипех те нумай хура-шур курнă пурнăçра Зинаида Петровна. Ватлăхра амăшне шалкăм çапнă. 9 çул пăхнă пулăшусăрскерне Зина.

Халĕ Зина аппа пĕчченех пурăнать, кил картинче, пахчара тăрăшать. Вăл çыхнă алсиш, чăлха-нуски шутне те пĕлеймĕн! Ватлăхне пăхмасăр çулсерен çырлана, кăмпана, мăйăра çÿрет. Ачисем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. Асли, Лена, ялтах тĕпленнĕ. Вăл тăван хуçалăхри столовăйра вăй хурать. Валерий Шупашкарта çурт-йĕр тунă çĕрте тăрăшать, Леня Мускавра «Газель» водителĕ. Валя çав хуларах газ службин операторĕ пулса ĕçлет. 9 мăнук, 3 мăн мăнук Зина аппан. Ачисемпе мăнукĕсем час-часах ун патне килсе çÿреççĕ.

«Ĕçчен çынна ял савать»,— теççĕ халăхра. Чăннипех ĕçчен, пултаруллă хĕрарăм Зинаида Петровна. Ахальтен мар ăна тăрăшуллă ĕçшĕн нумай Хисеп грамотипе наградăланă. Ял хушшинче те хисепре вăл, тĕслĕх вырăнĕнче.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика