АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СУЯ КĂТАРТУ АН ПАРĂР

16 августа 2008 г.

 

Вăл е ку преступление уçса парас енĕпе пуçарнă следстви ĕçĕ пынă вăхăтра палланă çыннине ырă тăвас, айăпланакана пулăшас тесе свидетельсем тĕрĕс мар кăтартусем параççĕ. Суяпа инçе каяймăн. Следовательсем вĕсен сăмахĕсене ытти тĕслĕхсемпе танлаштарса пăхса кирлĕ йышăну тăваççĕ. Саккун тăрăх, тĕрĕс мар кăтартусем паракана явап тыттараççĕ. Ун пирки РФ Уголовлă Кодексĕнче çырса хунă.

Пирĕн районта пулса иртнĕ темиçе тĕслĕхе илсе кăтартар-ха.

2008 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайне Тутар Элпуçĕнче пурăнакан А.М.Абдуляхатов (1966 çулта çуралнă) килĕнче Макаров пистолетне саккунсăр упранине пĕлтерекен хыпар çитнĕ. Милиционерсем çийĕнчех унта тухса кайнă, пистолет тупнă. Вăл пневматикăллă, шариксемпе перекенни иккен. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем пистолета ăçтан тупни пирки ыйтсан, Абдуляхатов суйса тăман, сăра ĕçнĕ вăхăтра пĕр ялта пурăнакан И.Гончаровран вăрлани çинчен пĕлтернĕ. Тепĕр эрнерен И.Гончаров милицие хăйĕн пистолетне Абдуляхатов вăрлани çинчен хыпарланă. Анчах та суд ларăвĕ пынă вăхăтра малтан каланă сăмахĕсене йышăнман. Пистолета хăех панă иккен. Милици сотрудникĕсем уççи-хуппине тупнă. Суя кăтартусем панăшăн И.Гончарова РФ Уголовлă Кодексĕн 1 пайĕн 307 статйипе килĕшÿллĕн 6 пин тенкĕлĕх штраф панă.

Çакăн пек тĕслĕх Е.А.Салаутинапа та пулнă. Çÿлерех асăннă статьяпа айăпланса унăн 6 уйăхлăха ĕçлесе юсанмалла пулать, ĕç укçин 10 проценчĕ патшалăха каять. 2 кунран суд тепĕр йышăну тунă. Хальхинче гражданла çыхăнура тăракан мăшăрне С.А.Лаврушкина айăпласа 7 уйăхлăх ĕçлесе юсанмалли приговор кăларнă. Унăн та мĕн ĕçлесе илнин 10 процентне патшалăх хыснине памалла пулать.

Сăлтавĕ мĕнре-ха? Вĕсем А.Павлова, В.Костригин, А.Павлов, Д.Боровков хĕненипе çыхăннă преступление курнă свидетельсем пулнă. Анчах та вĕсем суя кăтартусем тунă. Çынна «ырă» туни вĕсемшĕн хакла ларать. Хисеплĕ граждансем, преступлени тунине курсан следствие пулăшма тăрăшăр. Суяпа эсир мала каяймăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика