АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭРЕХ ТЕСЕ ДЕНАТУРАТ СУТНĂ

16 августа 2008 г.

 

Укçа тесен шапа та аллине тăснă, тенĕ ваттисем. Комсомольски райповĕн Çĕнĕ Шăхранти магазин сутуçи пулнă Наталия Павлова та юратать çав илĕртмĕше. Ĕç вырăнĕпе усă курса хăйĕн кĕсйине хулăнлатмалли мел тупнă вăл. Çак шухăша пурнăçа кĕртме ăна мухмăр чĕртме юратакансем пулăшнă. Ирех бутылкăпах эрех илекен сахаллине пĕлсе Павлова эрех вырăнне техника спиртне хутăштарса сутнă. Спиртне вăл Шупашкарта туяннă. Çак шĕвеке ĕçсен çынсен сывлăхĕ сиенленесси те чарса тăман хĕрарăма. Техника спиртне шывпа хутăштарса хăватне эрехĕнни пек тунă та вăл, хăйĕн патне магазина илсе килнĕ. Магазинăн алкоголь продукцине ваккăн (розлив) сутма ирĕк паракан лицензи çук пулин те, сутуçă ял çыннисене денатуратлă спирт сутнă. Унра вара этем сывлăхĕшĕн хăрушă наркăмăшлă япала — диэтилфталат — пур.

Ял çыннисем Павлова мĕн сутнине тавçăрнă. Анчах çав «эрехе» ĕçсе аптранисем пулсан та, никам та çакăн çинчен правăна сыхлакан органсене пĕлтермен. Тумла та чула шăтарать те, юлашкинчен халăхăн чăтăмлăхĕ пĕтнĕ. Пĕр хĕрарăм ялти граждансен пухăвĕнче çакăн çинчен каланă. Пухура пулнă ял поселенийĕн ĕçченĕсем милицин дежурнăй пайне пĕлтернĕ. Çийĕнчех магазина килсе çитнĕ милици ĕçченĕсем сутма хатĕрлесе хунă спирт хутăшне тата наркăмăшлă шĕвеке хатĕрленĕ савăт-сапана тупнă. Экспертиза пĕтĕмлетĕвĕсем те Наташăн «эрехĕ» этем пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулнине палăртнă. Ревизи пуçлансанах сутуçă хăй ирĕкĕпе ĕçрен тухнă. Çапах вăл хăйĕн сиенлĕ ĕçĕшĕн яваплăхран хăтăлайман. Комсомольски район сучĕ Павловăна спирт шĕвекĕ хатĕрленĕшĕн, упранăшăн тата сутнăшăн айăплă тесе палăртнă. Унăн 10 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивет. Çакăн пек урок хыççăн хĕрарăм малашне ку ĕçпе аппаланмасса шанас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика