13 августа 2008 г.
Ĕçчен хĕрарăм, тăрăшуллă кил хуçи, пултаруллă выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ... Сăмах Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Валентина Макаровна Недрова пирки пырать.
Валентина Макаровна 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче (тен, Çĕнтерÿ кунĕнче çут тĕнчене килнĕрен йывăрлăхсене парăнтарма вĕреннĕ;) Тутар республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнче çуралнă. Çемьере 7-ĕн ÿснĕ вĕсем. Ашшĕ вăрçăран йывăр аманса килсе 1949 çулта пурнăçран уйрăлнă.
Мĕн ачаран выльăх-чĕрлĕхе юратса ÿснĕ Валентина тăван ялтан 10 çухрăмра вырнаçнă Хурăнвар Шăхальти шкулта 11 çул вĕреннĕ хыççăн 1963 çулта ĕмĕтне пурнăçа кĕртес шухăшпа Хусанти Бауман ячĕллĕ ветеринари институтне çул тытать. Вĕреннĕ вăхăтрах пулас мăшăрĕпе — Петр Федотович Недровпа паллашать. 1969 çулта, института ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, вĕсене направленипе Карелири ял хуçалăх техникумне яраççĕ. Çак çулах мăшăр çемье çавăрать. Карелире Валентина Макаровнăпа Петр Федотович 1974 çулччен выльăх-чĕрлĕх пăхса сыватас ĕç хăнăхăвне анлăлатаççĕ.
1974 çулта Валентина Макаровна «Россия» (хальхи «Слава») хуçалăхри Хырай Ĕнел ветеринари участокĕн заведующийĕнче тăрăшать. 1983 çултан пуçласа «Заря» колхозра тĕп выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулса ĕçлет.
1996 çулта мăшăрĕпе иккĕшĕ «Пайгас» хуçалăхра ĕçлеме тытăнаççĕ. Валентина Макаровна 2000 çулта тивĕçлĕ канăва тухать. Çав çулах ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ выльăх тухтăрĕ» ята параççĕ. Унсăр пуçне вăл «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята, нумай Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Пенсире пулсан та 2008 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕччен тăван хуçалăхрах тăрăшнă.
1999 çулта упăшки çĕре кĕрсен те пурнăç тĕллевне çухатман хĕрарăм, килти хуçалăха çирĕп тытса пынă. Ял çынни е «Пайгасри» çамрăк ветеринарсем сĕнÿ-канаш ыйтма килсен те яланах пулăшма хатĕр хăйĕн ĕçне чунтан парăннă ветеринар.
Ывăлĕсем те пултаруллă Недровсен. Асли, Владимир, Чулхулари автоçул техникумĕнчен вĕренсе тухнă, Канашри çул-йĕр строительствин управленийĕнче прорабра ĕçлет. Кĕçĕнни, Александр, Ульяновскри çар училищинче вĕреннĕ, халĕ çемйипе Мускавра пурăнать. Вăл — подполковник.
Çулсеренех Валентина Макаровна патне мăнукĕсем килсех тăраççĕ. Асламăшне кил картинче, пахчара хаваспах пулăшаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"