13 августа 2008 г.
Телейлĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан çемье пирки кам ĕмĕтленмест пулĕ? Шел пулин те, мĕн шутлани яланах тÿрре килмест. Виçĕ-тăватă хутчен авлансан та, качча кайсан та телей кайăкне тытаймастпăр.
Юлашки çулсенче виçĕ «6», виçĕ «7», «8» кунсенче — июнĕн 6-мĕшĕ, 2006 çул, июлĕн 7-мĕшĕ, 2007 çул, августăн 8-мĕшĕ, 2008 çул, туйсем ирттереççĕ.
Кăçалхи çул виçĕ «8» числора Олимпиада уçăлни те пĕлтерĕшлĕ. Унта Раççей спортсменĕсем медальсем çĕнсе илме те пуçларĕç ĕнтĕ.
Çемье тенĕрен, виçĕ 8-мĕш числора Шупашкарта 99 мăшăр çемье чăмăртасси çинчен пĕлтернĕ. Правительство вĕсене Çĕнтерÿ паркĕнче уяв туса панă.
Пирĕн районта виçĕ «саккăрлă» кун 8 мăшăр çырăнма, ĕмĕрлĕхех пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма тупа тумалла пулнă. Шел, пĕр мăшăр темле сăлтава пула ку утăма туман.
Августăн 8-мĕшĕнче районти ЗАГС пайне чи малтан, кăнтăрла иртсе 3 сехетре Комсомольскинчи Ильнар Камальдиновпа Урмаел хĕрĕ Айгуль Шайхутдинова çитрĕç. Хăнасем нумай. Хаваслă мăшăра пурте ăнăçу, телей сунчĕç.
Виçĕ «8» нихăçан çухалман, татăлман юратăва пĕлтерет. Апла пулсан, августăн 8-мĕшĕнче çемье чăмăртанă мăшăрсем чăннипех те телейлĕ пурнăçпа пурăнасса шанас килет.
Августăн 8-мĕшĕнче пирĕн районта 7 мăшăр пĕрлешсе çемье чăмăртанă.
Источник: "Каçал Ен"