АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАННĂ ХЫÇÇĂН, ВĔРЕНЕР-ХА КĂМĂЛТАН

13 августа 2008 г.

 

Тин çеç ачасем çуллахи каникула кайнăччĕ. Кĕçех вĕсен партăсем хушшине ларма тивет. Лайăх каннă, ĕçленĕ хыççăн вĕренме те çăмăлрах пулĕ. Кăçал районти вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче 3500 ача пĕлÿ илĕ. Шкул çулне çитменнисем те аслисем хыççăн сукмака такăрлатĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ йышĕнче тăракан Çĕнĕ Шăхран тата Шурут, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Хырай Ĕнел, Йăлмахва, Аслă Чурачсăк, Çĕнĕ Мăрат, Йÿç Шăхаль, Урмаел тата ытти шкулсенче те ачасемпе занятисем йĕркелеççĕ. Ку пĕчĕк ачасене аталанма, шкула кайиччен хатĕрленме май парĕ.

2008 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче пирĕн районта 318 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларать. Вĕсен хушшинче, паллах, çырма, вулама пĕлменнисем те пулĕç. Çапах та учительсем тăрăшĕç. Саспаллисемпе паллаштарни, цифрăсене кăтартни, хушас-кăларас йĕркене хăнăхтарни, тен, вĕсен асĕнче юлĕ? Эпир вара пĕрремĕш вĕрентекенсене нихăçан та манса каймастпăр. Пĕрремĕш хут шкула каякансем хушшинче Софья Ковалевскаяна, Михаил Ломоносова, Андриян Николаева курас килет.

Районти шкулсенче ачасене тарăн пĕлÿ пама пур майсем те пур. Ăста педагогсем ĕçлеççĕ, вĕренÿпе пурлăх бази те çирĕп .

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика