13 августа 2008 г.
Çулсеренех çурла уйăхĕнче шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрлесе çитернине тĕрĕслессипе вĕрентÿ пайĕ йĕркеленĕ ятарлă комисси ĕçлет. Кăçалхи çурла уйăхĕн 4—7-мĕшĕсенче те вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Н.А.Максимов, представителĕсем — В.И.Кириллов, Ю.А.Кузьмин, М.В.Иванова, санэпидстанци специалисчĕ О.П.Кузьмина, ГИБДД инспекторĕ В.А.Кондратьев, пушар надзорĕн ертÿçипе В.Б.Тихоновпа В.В.Мамуткин инспектор районти пур шкула та çитрĕç. Вĕсем вĕренÿ класĕсен хăтлăхĕпе, пахчаçимĕç ÿстерессипе, столовăйсенче санитари нормине пăхăннипе, шкул уйрăмĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене мĕнле пурнăçланипе, шкул автобусĕсене çула тухма мĕнлерех хатĕрлесе çитернипе тĕплĕн паллашрĕç. Тĕпрен илсен, шкулсем аван хатĕрленни паллă пулчĕ. Классене, коридорсене çуса тасатса сăрланă, кĕркунне пахчасенчен пысăк тухăç туса илесси те куçкĕретех. Çапах та ку ĕçре те кăлтăксемсĕр пулмастех ĕнтĕ. Кăçал та вĕренÿ учрежденийĕсене хатĕрлессинче пысăках мар пĕлтерĕшлĕ йăнăшсем пулчĕç. Пушар надзор ертÿçипе В.Б.Тихоновпа В.В.Мамуткин инспектор нумай шкулта огнетушительсем кирлĕ чухлĕ пулманнине палăртрĕç. Информатика кабинечĕсенче сахалтан та пĕр чÿречене решеткерен хăтарсан пушар хăрушлăхĕнчен сыхланма çăмăлрах пулассине пĕлтерчĕç. Санэпидстанци специалисчĕ О.П.Кузьмина пĕлтĕрхипе танлаштарсан столовăйсенче санитари правилисене аван пăхăнса ĕçленине çирĕплетрĕ. Чылай шкула çĕнĕ савăт-сапа, холодильник кирли çинчен аса илтерчĕ. ГИБДД инспекторĕ В.А.Кондратьев шкул автобусĕсем çула тухма хатĕррине тĕрĕслерĕ. Пĕтĕм шкулта тенĕ пекех автобуссем юсавлă, çула тухма юрăхлă. Тĕпрен илсен, комисси членĕсем чылай шкулăн кăçалхи хатĕрленĕвĕпе кăмăллă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ тĕрĕслеве тĕплĕн хатĕрленменни, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул пахчаçимĕç туса илмелли лаптăкпа тĕрĕс мар усă курни çеç вĕсен кăмăлне каймарĕ.
Шкулсенче компьютер, кĕнеке-журнал çителĕклĕ пулни савăнтарать. Чылай шкулта тĕп (капитальный) юсав, Александровкăра котельнăй, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче столовăй, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче спортзал т. ыт. те тума ĕлкĕрнĕ.
Вĕрентÿ пайĕ йĕркеленĕ ятарлă комисси 14 вăтам, 4 пĕтĕмĕшле, 4 пуçламăш пĕлÿ паракан шкула çитсе тĕрĕсленĕ хыççăн пĕтĕмлетÿ турĕ. Уйрăмах кăçал Тăманлă Выçли, Тукай Мишер вăтам шкулĕсем вĕренÿ çулне аван хатĕрленнине палăртрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче Чĕчкен шкулне 1-мĕш вырăн, вăтам шкулсем хушшинче 1-мĕш вырăна Шурут, 2-мĕшне — Асанкасси, 3-мĕш вырăна Çĕнĕ Мăрат, Кĕçĕн Çĕрпÿел шкулĕсене пама йышăнчĕç. «Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрпе пĕрех»,— пулчĕ пĕтĕмлетÿ сăмахĕ.
Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче комисси ача сачĕсене тĕрĕслеме пуçларĕ.
Источник: "Каçал Ен"