АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫРĂР, ШĂНКĂРАВЛĂР, КĔРСЕ ТУХĂР

13 августа 2008 г.

 

Халăх хушшинче тăтăшах пулатăп та, «Район хаçатĕнче мĕн вуламалли пур-ши? Мĕн çыраççĕ вĕсем?» тенине илтме пулать. Çапла калакансем ăна алăпа та тытса курман. Пĕр-пĕр пĕлтерÿ е урăх статья шыраса редакцинех килеççĕ. Çапла, пирĕн хаçатра кут-пуç çинчен, пули-пулми çăлтăр пулса тăнă çынсем çинчен çырни, сенсацисем çук. Эпир мĕн пултарнă таран район пурнăçне, унти ĕçĕ-хĕле çутатма тăрăшатпăр. Ял çыннине кирлĕ материалсем çеç пичетлетпĕр. Пралуксăр «радио» ĕçлет-ха, тепĕр чухне ĕмĕрĕпех пĕрле ĕçленĕ çын юбилейне чаплă паллă тунине пĕлмесĕрех юлатпăр. Ĕлĕкхи вăхăтра пĕр-пĕрне сĕнÿсемпе, канашсемпе пулăшса ĕçленĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă иккен. Ун пирки те сисмесĕрех юлатпăр. «Хыпар», «Советская Чувашия» хаçатсем хаклă, вĕсем республика шайĕнчи хыпарсемпе паллаштараççĕ. Эпир вара хамăр тăрăха, хуçалăхсене, унти пурнăçа (хальхине те, ĕлĕкхине те) сăнласа паратпăр. Район хаçатĕнчен ютшăнакансемшĕн «Московский комсомолец», «Жизнь», «Моя семья» тата Раççей шайĕнче тухса тăракан ытти вуншар хаçат çывăх-ши; «Çăл-тăрсем» çулталăкне илекен укçана хресчен ĕмĕр тăршшĕпе те кураймĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илмелле-ши? Тĕлĕнмелле-ши? Статистика кăтартнă тăрăх, «сарă» пресса («желтая» пресса тетпĕр) пичет изданийĕсем пирĕн районта та ытларах сарăлаççĕ.

Районта предприятисем, организацисем, учрежденисем нумай. Шел пулин те, вĕсен хушшинче пĕрер çул çеç мар, нумай вăхăт район хаçатне çырăнса илменнисем пур. Çавсемех статья пичетлеттересшĕн, хăйсем çырса памаççĕ, кайран вара çак материал тухнă хаçата шыраса пирĕн патах килеççĕ. Камсем валли çыраççĕ вара? Çÿлти органсене отчет пама çеç-ши? Пирĕн хаçат редакцине, корреспондентсен хайлавĕсене хакламасан, хаçатра район пуçлăхĕн постановленийĕсем, ĕç тăвакан ытти влаçра тăракансен хушăвĕсем, сĕнĕвĕсем, канашĕсем те пичетленеççĕ. Кунсăр пуçне, пурнăç çулĕ çине тин çеç тăрса пыракан çамрăксем те хăйсен шухăшне пĕлтерсе, сассисене кăтартса хайлавсем çыраççĕ. Ашшĕ-амăшĕн вĕсен пĕрремĕш утăмне мĕнле хакламалла мар?

«Ял çыннин вăхăт çук. Иртен пуçласа каçченех ĕçре»,— тенине тăтăшах илтме пулать. Район хаçатĕнче ĕçлекенсем те урăх планета çинчен килмен. Вĕсем те сирĕн хушăрах пурăнаççĕ, хушма хуçалăх тытаççĕ. Ĕçĕ канăçсăр. Çавăнтах уй-хире те çитсе ĕлкĕрмелле, спорт ăмăртăвĕсем те пулаççĕ, культура мероприятийĕсем пирки те çырса памалла. Пирĕн пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшмалла, район пурнăçне сăнламалла.

Çынсемпе калаçкалатпăр та, «сирĕн штат питĕ пысăк пулĕ»,— теççĕ. Эпир сахалăн. Пире обществăлла корреспондентсем, шкул ачисем пулăшаççĕ. Ку статьяна мĕншĕн çыратăп-ха? «Сирĕн хаçатра нимĕн те вуламалли çук» текен сăмах сăнă пек чĕрене пырса тăрăнчĕ. «Мĕн çинчен вуласшăн вара эсир?» тесе ыйтрăм. Путлĕ хурав пулмарĕ. Çакă хаçата вуламаннине е пире хисеплеменнине пĕлтерет-ши?

Юлашки çулсенче хаçат редакцине çĕрпе çыхăннă пĕлтерÿсем пама чылайăн килеççĕ. Эпир вĕсене хапăлласа кĕтсе илетпĕр. Теприсем «эсир пĕлтерÿшĕн укçа нумай илетĕр» тенине те илтетпĕр. Саккунне эпир шутласа кăларман. Пĕлтерÿ, реклама, салам, хурланса пĕлтернине хатĕр текстпа çеç пичетлетпĕр. Çакăн çинчен хаçатăн юлашки страницинче палăртса çырнă. Унта пĕлтерÿшĕн тата ытти материалсемшĕн автор яваплине палăртнă. Реклама, пĕлтерÿ тата ытти информаци паракансене те эпир хаçат номерĕсемпе тивĕçтерме пултараймастпăр. Çĕр ыйтăвĕпе çырнă пĕлтерÿсем йышлă килеççĕ. Эпир унпа çыхăннă саккунсене татса паракан орган мар. Çавăнпа та ку енĕпе яваплă, шăпах çак тĕлĕшпе тăрăшакан органсен пĕлтерÿ текстне кирлĕ пек ха-тĕрлесе памаллах. Йăнăшсене пула çынсем пĕр пĕлтерĕвех тепĕр хут параççĕ. Укçа-тенкĕ илнĕшĕн эпир яваплă пек пулса тухатпăр. Пирĕн хамăрăн тарифсем. Вĕсене ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕсен министерствипе килĕшсе çирĕплетнĕ.

Район çыннисем! «Каçал ен» хаçатпа туслашни сире çĕнĕ хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăма май парĕ. Эпир сирĕн пур ыйтăвăра та мĕн май килнĕ таран татса пама пулăшăпăр. «Моя семья», «Жизнь» йышши хаçатсенчен эпир çывăхрах пурăнатпăр, эсир сывлакан сывлăшпа сывлатпăр, сирĕн пурнăçпах кун кунлатпăр. Çырăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр. Эпир яланах сире хавас.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика