13 августа 2008 г.
Тукай Мишер вăтам шкулĕ çумĕнче çуллахи каникулта икĕ уйăх вĕрентÿпе воспитани лагерĕ ĕçленĕ. Унта ачасем ислам тĕнĕн йăли-йĕркине вĕреннĕ. Спорт вăййисем, культура мероприятийĕсем, экскурсисем те пулнă. Вĕренекенсем валли столовăй ĕçленĕ. Асăннă лагере 25-мĕш номерлĕ мусульман прихочĕ, Тукай Мишер ялĕн обществăлла совечĕ, Ислам культурин, наукипе вĕрентĕвĕн фончĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Çак ĕç валли 180 пин тенкĕ уйăрнă.
Августăн 10-мĕшĕнче вара лагерь хупăннă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятисем иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчи мусульмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Альбир-хазрет Крганов муфти, Чăваш Енри тутарсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Фарит Гибатдинов, Шăнкăртам, Урмаел, Тукай Мишер, Комсомольски, Чĕчкен ялĕсенчи обществăлла советсен представителĕсем хутшăннă. Уяв ачасем Коранри сурасене вуланинчен пуçланнă, хăнасем те сăмах илнĕ. Хурансенче плов, чашлама пĕçернĕ, сăмаварсенче чей вĕретнĕ. Кучченеçсемпе пурне те сăйланă. Уява хутшăнакансем вăйĕсене, çаврăнăçулăхне спорт ăмăртăвĕсенче тĕрĕсленĕ.
Источник: "Каçал Ен"