09 августа 2008 г.
Вĕсем те врачсемпе çумма-çуммăн сывлăх хуралĕнче тăрăшнă. Пациентсене эмелпе те, ăшă сăмахпа та сипленĕ. Халĕ эпĕ вулакансене вĕсенчен пĕринпе — Серафима Алексеевна Мельдинапа паллаштарасшăн.
ХИСЕПЕ ТИВĔÇЛĔ
Вăл Комсомольскинче çуралса ÿснĕ. Ачаранах медработник пулма ĕмĕтленнĕ. Вăтам шкул пĕтерсен район больници çумĕнче уçăлнă медсестрасен 8 уйăхлăх курсне вĕренме çÿренĕ. Алла документ илсен унчченхи Патăрьел районĕнчи Юнтапара трахсестрара ĕçленĕ. Çав вăхăтра ялсенче трахома алхаснă. Медработниксем килрен киле çÿресе çынсене куçĕсене сиплеме ÿкĕтленĕ, çак чир мĕн тери хăрушшине ăнлантарнă, кил-çуртра тасалăхпа тирпейлĕхе тĕп вырăна хумалли пирки каланă. Тăрăшни, вăй хуни сая кайман. «Альбуцид, тетрациклин маçĕ, синтомицин эмульсийĕ тата ытти куç эмелĕсемпе сиплеме пуçласан ĕçсем лайăхланчĕç, трахома пире парăнма пуçларĕ»,— аса илет иртнине ветеран.
Хĕр малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ, куçăмсăр майпа Саратоври медучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах Урмаелĕнчи, каярахпа Кивĕ Сĕнтĕрти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ. Шаннă çĕрте тÿрĕ чунпа тăрăшнă. Ĕçчен те чĕкеç чĕлхиллĕ хĕре ял çыннисем хисепленĕ, юратнă.
«Пирĕн патăрта сăпайлă та кăмăллă, чипер медсестра ĕçлет. Ăна алăран вĕçертес марччĕ. Çавăнпа сана унпа паллаштарас, терĕм. Çыру çыр ăна»,— ялĕнчи юлташĕнчен çакăн пек çыру илчĕ пĕррехинче çарти Иван Мельдин салтак. Часах çамрăксем çыру çÿретме пуçларĕç. Каччă тăван ялне курма килсен çамрăксем пуçласа пĕр-пĕрне курчĕç, тĕл пулма пуçларĕç. Çартан таврăнсан Ваня хĕрпе пĕр çемье çавăрма шутларĕ. «Халех мар, кĕт кăштах, медучилище пĕтерем-ха»,— çакăн пек хуравларĕ ăна Сима. Çамрăкăн та унран юлас килмерĕ, вăл куçăмлă майпа Саратоври çар училищине вĕренме кĕчĕ, автомобильсене пăхса тăрас тата юсас тĕлĕшпе специалист пулма хатĕрленчĕ. Вĕренÿ заведенине хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Часах Кивĕ Сĕнтĕрте туй кĕрлерĕ. Пĕр-пĕрне чун-чĕререн килĕштерекен икĕ çамрăк пĕр çемьепе пурăнма пуçларĕ. Сима район больницинчи ача-пăча уйрăмĕнче, Ваня шалти ĕçсен пайĕнче автоинспекторта ĕçлеме пикеннĕ. Т.В.Буслаева врач медсестра пирки ыррине çеç каланă. Хĕр пур çĕрте те активлă пулнă. Художествăлла пултарулăх кружокне çÿренĕ, спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. «Ун чухне Комсомольскинче пĕчĕк ачасем чылайччĕ. Иккĕн — Елена Кирилловна Митюковăпа пĕрле ĕçлеттĕмĕр, ачасем еплерех аталаннине килĕсене кайса тĕрĕслеттĕмĕр»,— сăмахне тăсать малалла Серафима Алексеевна.
Вăл чылай çул терапи уйрăмĕнче ĕçленĕ. 20—30 çул каялла каçхине, хальхи пек, дежурнăй врачсем пулман. Çавна май медсестран пур ĕçе те лайăх пĕлмелле пулнă. Пĕр каçхине астмăпа йывăр аптранă хĕрарăма илсе килчĕç. Мăнтарăн аран-аран сывлать, сăн-пичĕ веçех кăвакарса кайнă, халь-халь пурнăçпа сывпуллашать. Мĕн тумалла; «Эуфилинпа укол тусанах иртет ĕнтĕ, анчах ăçтан тупмалла?»— шутланă С.А. Мельдина медсестра. Вара каçхи сĕмлĕхре больницăри ытти уйрăмсене васкать. Инфекци уйрăмĕнче кирлĕ эмеле тупать, пациента укол тăвать. Хĕрарăм майĕпен куçĕсене уçать. «Тавтапуç»,— тет пăшăлтатса.
Хăйĕн пурнăçĕнче çак чун-чĕрене вăй-хăват паракан илемлĕ сăмахсене медработник вуншар çынран илтнĕ. Вăл ăш-пиллĕ, çыннăн ыратăвне чун-чĕрипе ăнланакан тата ăна вăхăтра пулăшу пама пултаракан медицина ĕçченĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна уйрăмра аслă медсестра пулма шаннă.
Пĕррехинче Сима Алексеевна (ăна пурте çапла чĕнеççĕ) хăйсенчен инçех мар пурăнакан пĕр хĕрарăм урама тухса çÿременнине асăрхарĕ. Мĕн пулнă-ши? «Чирленĕ»,— терĕç унăн тăванĕсем. Медсестра пÿрте кĕчĕ. Кравать çинче юр пек шуралса кайнă хĕрарăм выртать. Медсестра пĕрре пăхсах сăлтавне тупрĕ. «Санăн юн каять вĕт. Айта-ха пăхатпăр»,— терĕ. Чирлĕ çын айсарăмĕ йĕп-йĕпе, пăхма хăрушă. «Вилетĕн вĕт. Халех больницăна каймалла. Кунта именмелли нимĕн те çук»,— терĕ С.А.Мельдина чирлĕ çынна лăплантарса.
Вăхăт кĕтмест, ăна хăвăртрах больницăна илсе çитермелле. Сима Алексеевна урамра пĕр водителе чарчĕ, пулăшма ыйтрĕ. «Юрать вăхăтра çитрĕр, тепĕр икĕ сехетрен кая юлаттăрччĕ»,— терĕç операци хыççăн гинекологи уйрăмĕнче ĕçлекенсем. «Ĕçне кура — чысĕ, хисепĕ»,— теççĕ халăхра. С.А.Мельдина — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ медработникĕ, Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн Президиумĕн, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе парнисене тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Асли — Светлана, коопераци институчĕ пĕтернĕ, çемйипе Шупашкарта пурăнать. Вася Чĕмпĕрте тымар янă, вăл — çыхăну ĕçĕн мастерĕ. Кĕçĕнни — Володя — водитель. Ашшĕпе амăшĕнчен инçех мар пурăнать, мăшăрĕпе хĕрача çитĕнтерет. «Эпир ачасемпе, кĕрÿпе, кинсемпе, мăнуксемпе телейлĕ. Вĕсем пирĕн пурте лайăх, пире хисеплеççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ»,— ăшшăн сăмахлать ĕç ветеранĕ.
Сентябрь уйăхĕнче Мельдинсен пысăк уяв. Вĕсем çемье чăмăртанăранпа 45 çул çитнине паллă тăваççĕ. Çак вăхăтра, паллах, темĕн те пулнă — лайăххи те, начарри те. Сима Алексеевна çемьене упрама, мăшăрне ăнланма, пулăшма тăрăшать.
Источник: "Каçал Ен"