АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТ СЫВЛĂХ ПАРНЕЛЕТ, КĂМĂЛ-ТУЙĂМА ÇĔКЛЕТ

09 августа 2008 г.

 

Спортпа туслă пулни ÿт-пĕве тĕреклетме, сывлăха çирĕплетме пулăшать. Пирĕн районта спортпа туслисен йышĕ ÿссех пырать. Çĕнĕ секцисем, кружоксем уçăлаççĕ. Унта ачасем те, çитĕннисем те хапăлласах çÿреççĕ.

Çулсеренех эпир вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем хушшинче спартакиада ирттеретпĕр. Ачасем çулталăк тăршшĕпе районти тĕрлĕ енĕпе иртекен спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Акă, кăçал вăтам шкулсенче пĕлÿ пухакансем спортăн 16 енĕпе тупăшрĕç. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекенсем 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Иртнĕ çул та вĕсем чи пултаруллисем пулнăччĕ. Нĕркеçсем сĕтел çи теннисĕ, Воронков, Чернова ячĕпе иртнĕ йĕлтĕр спорчĕ, пăшалтан тĕл пересси, çуллахи спорт сезонĕ уçнă ятпа иртнĕ çăмăл атлетика, футбол ăмăртăвĕсенче чи мала тухрĕç. Спартакиадăра Асанкасси тата Тăманлă Выçли вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсем спортăн 10 енĕпе пултарулăха тĕрĕслерĕç. Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнчи спортсменсем «Каçал ен», Воронков ячĕпе йĕлтĕрçĕсен, çуллахи спорт ăмăртăвне уçнă ятпа иртнĕ çăмăл атлетсен, футбол, «Зарница» вăййисен тупăшăвĕсенче малти вырăнсене тухса спартакиада çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăнта — хырхĕррисем, виççĕмĕшĕнче — александровкăсем. Çĕнтерÿçĕ-шкулсенче физкультурăна А.Ф.Волковпа (Нĕркеç) В.И.Плешков (Анат Тимĕрчкасси) вĕрентеççĕ.

Районта çеç мар, республикăри спартакиадăра та пирĕн шкул ачисем япăх мар ăмăртаççĕ. Акă, саньдо енĕпе Р.Зайнуллин, И.Ибрагимов, Р.Айсон (Тукай Мишер), А.Леонтьев, Е.Козлов (Анат Тимĕрчкасси) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. А.Тимофеева (Хирти Мăнтăр) хĕрарăмсем хушшинче шашкăлла выляса республикăра 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Армспортпа Р.Сатертдинов, Р.Хисамутдинов (Урмаел), Ю.Яковлева (Тăманлă Выçли), И.Шарипов (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Н.Петрова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) малти вырăнсене йышăнчĕç. Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче вĕренекенсем çулсеренех çамрăк армеецсен «Орленок» вăййисенче республикăран та лайăх кăтартусемпе таврăнаççĕ. Кăçал вĕсем 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Пур çитĕнÿсене çырса та, каласа та пама çук. Зонăри ăмăртусенчен пирĕн районти шкул ачисем тăтăшах çĕнтерÿпе таврăнаççĕ тесен те юрать.

Ачасене спорта юратма хăнăхтарас, вăй-халне çирĕплетме пулăшас тĕлĕшпе шкулсенчи физкультура учителĕсем тăрăшуллă пулнине палăртмалла. Асанкассинчи Г.Н.Петухов, Нĕркеçри А.Ф.Волков, Александровкăри Т.И.Волкова, Анат Тимĕрчкассинчи В.И.Плешков, Тăманлă Выçлири Е.Г.Басников, Хырхĕрринчи Н.Н.Ятманов тата ыттисем те Физкультурниксен кунĕ умĕн ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вĕсем чăннипех те хăйсене шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Çакна вĕсем пĕлÿ паракан ачасен ăмăртусенчи çитĕнĕвĕ те туллин çирĕплетет.

Çитĕннисем те республика шайĕнчи ăмăртусенче палăраççĕ. Акă, Урмаелĕнчи Р.Хамбиков «Кĕрешÿ» наци кĕрешĕвĕпе иртнĕ республикăри ăмăртура абсолютлă чемпион пулса тăчĕ. Аслă Чурачăкра çуралса ÿснĕ Н.Крылов ял ĕçченĕсен спартакиадинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Унтах сĕтел çи теннис енĕпе Комсомольскинчи Ф.Гавриловпа М.Филиппова 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Пирĕн районта çуралса ÿснĕ А.Биктимировăпа мухтанатпăр. Вăл çĕршыв, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче те çитĕнÿсем тăвать, унăн спортри пĕрремĕш утăмĕсем пирĕн районта пулнă.

Ял поселенийĕсем хушшинче те спартакиада йĕркелетпĕр. Унта 6 енĕпе тупăшаççĕ. Кăçал Комсомольски ял поселенийĕн команди (пуçлăхĕ П.В.Силивестров) футбол, шашка, армспорт енĕпе лайăх кăтартусем туса 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Аслă Çĕрпÿел тата Кайнлăк ял поселенийĕсен командисем иккĕ-мĕш тата виççĕмĕш вырăнта пулчĕç.

Районти предприятисенче, организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсен спорт командисем республикăра иртекен отрасльсем хушшинчи ăмăртусене те хастар хутшăнаççĕ. Акă, район администрацийĕн команди шашкăлла выляса 1-мĕш, сĕтел çи теннисĕ енĕпе — 2-мĕш, мини-футболпа 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Район больницин команди те çулсеренех медицина ĕçченĕсен профсоюз рескомĕ ирттерекен ăмăртусенчен çĕнтерÿпе таврăнать. Казначействăн, Перекет банкĕн, Налук инспекцийĕн, Пристав службин, пушар чаçĕн тата ытти учрежденисен ĕçченĕсем те спортпа туслă. Вĕсем республика шайĕнче те лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.

Районăн спорт историйĕ пуян. Ăна ветерансем тунă. Вĕсем паянхи кун та спортран уйрăлмаççĕ. В.И.Пундяков, акă, хăй те ăмăртусене хутшăнать, турнирсем те йĕркелеме тăрăшать. С.И.Зубарев çĕршыв, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнать. Ветерансен футбол команди (Р.Мансуров, Н.Волков, Ю.Боровков, В.Гладков, П.Иванов тата ыттисем те) республика шайĕнчи ăмăртусенче ăнăçлă вылять.

Спорт ветеранĕсем В.В. Скворцов, В.В.Белков, Ф.Б.Мамуткин хăйсен тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрăва хавхалантарса пыраççĕ, спорта юратма вĕрентеççĕ.

Паян — Физкультурниксен кунĕ. Çак ятпа районта пурăнакан спорта юратакансене, ырă юхăма саракансене чун-чĕререн саламлатăп, малашне çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика