АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУРТ-ЙĔР ÇĔКЛЕÇÇĔ, ЮСАВ ĔÇĔСЕМ ТĂВАÇÇĔ

09 августа 2008 г.

 

Хуçалăхра кунсерен пĕр пăта та çапмасан, вăл юхăнать, теççĕ. Район администрацийĕ те, предприятисемпе организацисем, учрежденисем те çĕнĕ çуртсем çĕклеççĕ, киввине юсаççĕ, çĕнетеççĕ.

Районĕпе кăçалхи 7 уйăхра 129351 пин тенкĕлĕх строительство ĕçĕсем тунă. Вĕсенчен 15000 пин тенки централизациленĕ майпа килнĕ.

Юсавпа строительство ĕçĕсене районта пурне те тенĕ пекех «Комсомольскинчи РСУ» АХО подрядлă организаци пурнăçланă. Унти строительсем сывлăха сыхлас ĕç, культура, вĕрентÿ объекчĕсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ, вĕсемпе кăмăллă. «Энергосервис» ООО строите-лĕсем Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн спортзалне ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Ăна тума республика бюджетĕнчен 15 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.

К.Антонов микрорайонĕнче газопровода реконструкцилес ĕç пырать. Кунта пурăнакансем малашне хваттертех газ оборудованийĕ вырнаçтарса ăшăнма пултараççĕ. Хваттерсенче шалти ĕçсем вĕçленнĕ, халĕ çуртсенче монтаж тăвас енĕпе тăрăшаççĕ.

2008 çулта пур çăлкуçсен укçи-тенкипе районĕпе 27500 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалла. Январь — июль уйăхĕсенче уйрăм çынсем 9436 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тунă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 25 процент ытларах. «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммăна пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 3559694 тенкĕ, республика бюджетĕнчен 949252 тенкĕ, район бюджетĕнчен 314115 тенкĕ уйăрнă.

12 çемьене тавăрса памалла мар ссуда панă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи апрелĕн 22-мĕшĕнчи хушăвĕпе «Яла 2012 çулччен социаллă аталантарасси» федераллă тĕллевлĕ программăна пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрнă. Пирĕн района яллă вырăнсенче пурăнакансен пурăнмалли çурт-йĕрне лайăхлатма 1470 пин тенкĕ, ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсем валли 1060 пин тенкĕ пама палăртнă. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ, ЧР Ял хуçалăх министерствине документсем тăрататпăр.

Çурт-йĕр строительстви енĕпе илсен, ял çыннисем хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредитсем илнине те палăртса хăвармалла. Унпа усă курса выльăх-чĕрлĕх витисем, хуралтăсем тăваççĕ.

Кăçал вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене 3 километр чухлĕ тумалла, юсамалла. Ку тĕлĕшпе 24719,4 пин тенкĕ пăхса хăварнă. 7 уйăхра 22075,548 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Вăл шутран 183,331 пин тенкĕлĕх автоçулсене юсанă. Ку ĕçре подрядчиксем пулса «Дорсервис» ООО, «Чувашавтодор» ГУП, «Стройсервис» АХО ĕçченĕсем тăрăшнă.

Район территорине планламалли схемăна хатĕрлемелли положение йышăннă. Ял поселенийĕсен генеральнăй планĕсене пăхса тухса çирĕплетес ĕçсем пыраççĕ. Уйрăм çуртсем тата хуçалăхсенчи хуралтăсем тума ирĕк паракан 65 документ панă.

Комсомольски ялĕнчи урамсене тата микрорайонсене тирпей-илем кĕртес ĕç те пырать. Пушкин урамĕнчи водопровода, Заводская, Канашская урамсенче автоçула юсанă, Заводская урамра тротуарсене йĕркене кĕртнĕ.

Районта ĕç нумай. Вĕсене пурнăçлама чылай чухне укçа-тенкĕ ыйтăвĕ тухса тăрать. Апла пулин те эпир йывăрлăхран тухма тăрăшатпăр, тĕрлĕ майсем шыраса юсав ĕçĕсем тăватпăр, çĕнĕ объектсенче ĕç чарăнса ан лартăр тесе ĕçлетпĕр.

Строительсен ĕçĕ йывăр. Апла пулин те вĕсем пуç усмаççĕ, хăйсен тивĕçĕсене ăнăçлăн пурнăçлаççĕ. Вĕсене пурне те Строительсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр, ĕçре ăнăçу сунатпăр. Çĕнĕ çурт-йĕр çĕклеме сирте вăй-хал тапса тăтăр, сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ, тулли телейлĕ пулăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика