09 августа 2008 г.
2008 çулхи I çур çулта республикăра строительство енĕпе 12511,4 миллион тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă, 2007 çулхи I çур çултипе танлаштарсан — 109,1 процент.
2008 çулхи I çур çулта ял хуçалăхне электрификацилеме 0,4 кВ, 6—20 кВ хăватлă электричество линийĕсем 14,56 километр хута янă.
Хытарса тунă автомобиль çулĕсем пĕтĕмпе 27,25 километр хывнă.
Пурăнмалли çурт-йĕр 244,4 пин тăваткал метр тунă, 2007 çулхи I çур çултинчен 6,7 процент нумайрах.
Халăх хăй вăйĕпе тата банксенчен кивçен укçа илсе пурăнмалли çурт-йĕрĕн 78,7 процентне, 192,4 пин тăваткал метр тунă. 2007 çулхи I çур çултипе танлаштарсан, уйрăм çын вăйĕпе çурт-йĕр тăвасси 22,5 процент ÿснĕ.
Республика тата вырăнти бюджетсен шучĕпе 1515 тăваткал метр хваттер тунă.
Ипотека кредичĕпе усă курса 1118 тăваткал метр хваттер тунă.
Яллă вырăнта пурĕ 128 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă (пĕтĕмпе тунă хваттерсен 52,3 проценчĕ), 2007 çулхи I çур çултинчен 3,1 процент нумайрах.
Источник: "Каçал Ен"