09 августа 2008 г.
Августăн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Кун йĕркине 6 ыйту кĕртнĕ. «Комсомольски районĕн 2008 çулхи I çур çулăн бюджечĕ епле пурнăçланни тата район администрацийĕн резерв фондĕнчи укçа-тенкĕне расхутлани çинчен» ыйтупа финанс пайĕн начальникĕн çумĕ Елена Савельева калаçрĕ. Бюджетăн тупăш пайĕ 53,2 процентпа е 141287,6 пин тенкĕпе танлашнă. Тупăшăн пысăкрах пайĕ (17097,3 пин тенкĕ) налуксенчен кĕнĕ. Çавăн пекех налук мар тупăшсенчен тата предпринимательство ĕçĕнчен илнĕ укçа-тенкĕ сумми те пĕчĕкех мар. Тăкак пайĕ вара 128747,4 пин тенкĕ (çулталăка пăхнинчен 48,3 процент) пулнă.
Экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ Валентина Сорокина депутатсен Пухăвĕ 2007 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче йышăннă «2008 çулта муниципаллă пурлăха приватизацилессин программине» улшăнусем кĕртесси пирки ыйту çĕклерĕ. Депутатсем кирлĕ йышăну турĕç.
Пирĕн районта ал ĕç ăстисем чылай. Халăх промыслине аталантарас тата упраса хăварас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен культура пайĕн специалисчĕ Зинаида Мельникова тĕплĕн каласа пачĕ.
Кун йĕркинчи ытти ыйтусемпе район администрацийĕн управляющийĕ Юрий Скворцов, аграри тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен яланхи комиссин председателĕ Михаил Афанасьев сăмах илчĕç.
Источник: "Каçал Ен"