АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НАРКОТИКПА ИРТĔХНИ ÇЕМЬЕРИ ЛАРУ-ТĂРĂВА ПĂСАТЬ

06 августа 2008 г.

 

Наркомани — çемье çине пысăк витĕм кÿме пултаракан хăрушă чир. Çемьере пĕр çын наркотиксен серепине çакланчĕ пулсассăн ăнлану çухалать, час-часах хирĕçме пуçлатăр, финанс, кăмăл-туйăм, сывлăх енчен йывăр лару-тăру пуçланать.

Çакăн пек çемьесенче пурăнакан ачасене час-часах ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çитмест. Ытларах чухне вĕсен дисциплини чакать, хăйсене ирĕкрех туяççĕ, мĕнле тытмаллине пĕлмеççĕ. Аслăрах çулхи ачасен тимсĕрлĕх, ăс енчен айванланни, хăйсен хăнăхăвĕсемпе усă курма пĕлменни палăрать. Çак кăтартусем тата çемьери йывăр лару-тăру вĕсене наркотикпа иртĕхекенсен ушăкăнĕсемпе явăçтарать.

Наркомани серепинчи çын обществăра хăйне ыттисенчен “пĕчĕкрех” туйма пуçлать. Вăл çăмăллăнах проституци, харампырлăх (тунеядство), преступлени çулĕ çине тăрать. Наркоман çулталăкра хăйĕнпе пĕрле 4 çынна явăçтарма пултарнинчен те тĕлĕнме кирлĕ мар. Çамрăксем аслăраххисемпе танлаштарсан наркотиксене 6—8 хут хăвăртрах хăнăхаççĕ.

Сирĕн ача наркотик çулĕ çине тăнине мĕнле пĕлмелле-ха; Ăна икĕ мелпе палăртма пулать. Чи тĕрĕсси — лаборатори меслечĕ. Биологи шĕвекĕсен кăтартăвĕсем тăрăх экспресс-тестсем ирттереççĕ. Ку тестсем Раççейри пĕтĕм наркотик тĕсне палăртма май параççĕ. Вĕсене эсир наркологи кабинечĕсенче илме пултаратăр.

Иккĕмĕш мел — наркоманипе иртĕхнин тÿрем мар палăртăмĕсем тăрăх. Нимĕнпе те кăсăкланманни, килтен тухса кайни, час-часах ăнланмалла мар телефон калаçăвĕсем канăçсăрлантарни, хăвăрт ывăнни, килтен тĕрлĕ япаласем çухални, эрех-сăра ĕçмесĕрех тайкаланса çÿрени, пĕлмен тĕрлĕ эмел упранни, ÿт-пÿ çинче шприц йĕрĕсем палăрни сире сисчĕвлентерет пулсан тухтăр патне васкăр.

Хăвăр ачăра шанмастăр пулсан районти тĕп больницăна е республикăри наркологи диспансерне кун пирки пĕлтерме васкăр. Тухăр патĕнче тĕрĕсленни шанчăклăрах.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика