06 августа 2008 г.
Пултаруллă, тăрăшуллă, хăйсен ĕçне тивĕçлĕн пурнăçлакан çынсемпе пуян пирĕн район. Çак йышра больница, ферма ĕçченĕсем, вĕрентекенсем чылай. Манăн сăмах вара Тури Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Альфа Петровна Ананьева çинчен. Альфа Петровна 1961 çулта çак ялтах çуралнă. Шкул пĕтерсен Тĕрлемесри бухгалтерсен шкулĕнче вĕреннĕ. Пĕр енлĕ пĕлÿпе кăна çырлахман вăл. Алла диплом илсенех Улатăрти ял хуçалăх техникумне çул тытнă. Унта вĕренсе пĕтерсенех район больницинче кассирта ĕçленĕ. 1981 çулта Альфа Петровнăна пурнăç çулĕ тăван яла — “Луч” хуçалăха илсе çитернĕ. Чи малтанах вăл кассирта тăрăшать. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа 17 çул пурнăçласа пынă маттур хăрарăма бухгалтера лартаççĕ.
Альфа Петровна хуçалăхрах тăрăшакан Геннадий Иванович Ананьев рабочипе çемье çавăрнă. Туслă мăшăр ывăлпа хĕр çитĕнтерет.
Ананьевсем — ялти сумлă çынсем. Вĕсене ялта та, ĕçре те хисеплеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"