06 августа 2008 г.
Районти тĕп больница хăш кĕтесĕнчен пăхсан та ал тупанĕ çинчи пек курăнса тăрать. Тĕттĕмленсен те унăн виçĕ хутлă сиплев корпусĕн, икĕ хутлă ача-пăча уйрăмĕн, ытти çурчĕ-йĕрĕн чÿречисенче темĕнччен сарă çутă çутнине асăрхатăп. Кунта маттур та пултаруллă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă тухтăрсем çынсене сыватассишĕн тăрăшаççĕ. Тĕп врач Маргарита Ивановна Федорова кунтан ултçĕр çухрăмра вырнаçнă кĕтесрен, Тутарстан Республикинчи Çарăмсан районĕнчи Йăвашкел ялĕнчен килнĕ. 1978 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ хыççăн, аслă пĕлÿллĕ специалиста направленипе район больницине ĕçлеме яраççĕ. Чи малтанах Маргарита Ивановна хăлха, пыр тата сăмса чирĕсенчен сыватма пикеннĕ. Ĕçе хавхаланса та тăрăшса туса пынă. Çапла сисĕнмесĕр çулсем иртнĕ. Район больницинче ĕçе пикеннĕренпе кăçал шăп та лăп вăтăр çул. Çак вăхăтра тухтăр çĕршер çынна сыватнă. Пултаруллă отоларинголог поликлиника заведующийĕн, тĕп врачăн çумĕ пулса ĕçленĕ. 1991 çултанпа вара тĕп врач тивĕçĕсене пурнăçлать. Тĕп больница 70 çул тултарас умĕн иртнине аса илсе пĕтĕмлетÿсем тума вăхăт.
— Маргарита Ивановна, 30 çул сывлăх хуралĕнче тăрăшатăр. Çак вăхăтра чылай улшăну пулчĕ пулĕ?
— Направлени çырса парсан кĕске вăхăтлăха çеç килĕп тесе шутланăччĕ. 3 çул ĕçленĕ хыççăн тăван ене кайма ĕмĕтленеттĕм. Пурнăç хăй майĕпех шурĕ, кунтах тĕплентĕм, çемье çавăртăм.
Шаннă ĕçре тÿрĕ кăмăлпа тăрăшатăп. Тĕп врач ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех чирлĕ çынсене йышăнатăп. Тухтăр тивĕçĕ — чирлисене май пур таран пулăшу парасси. Ĕçлеме пуçланăранпа тĕп больницăра чылай улшăну пулчĕ. Корпуссене юсаса çĕнетнĕ. Поликлиника çумĕнче хушма çурта хута ятăмăр. Уйрăмах юлашки икĕ çулта районти сиплев никĕсĕ палăрмаллах тĕрекленнĕ, пĕрлех медицина ĕçченĕсен професси ăсталăхĕ ÿснĕ. “Сывлăх” наци проектне ĕçе кĕртсе пыни те пысăк çăмăллăх кÿрет. Акă, 2007 çулта кăна район больницине 4,5 миллион тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ килнĕ. Ку вăл самай пысăк укçа. Унпа рентген пÿлĕмне тĕпрен çĕнетнĕ, УЗИ аппарат, лабораторие кирлĕ хатĕрсем илнĕ. Техника паркне вара тăватă вĕр çĕнĕ “Васкавлă пулăшу” автомашини хутшăннă. Кăçал та çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕ чылай туяннă.
— Ялсенче пурăнакансем сывлăхĕсене тĕплĕнрех тĕрĕслеме пултарччăр тесе пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем уçăлнине мĕнле хаклатăр?
—Ку пуриншĕн те меллĕ. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, 2006—2007 çулсенче районти ултă ялта тата тĕп больница çумĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсене уçнă. Пур çĕрте те çурт-йĕре тĕпрен юсанă. Тухтăрсемпе медсестрасене ĕçлеме çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Вĕсемпе пирвайхи диагностика тума пĕтĕм услови пур. Пилĕк çĕрте ял халăхĕ шăлĕсене сиплеме пултарать. Çынсем стоматологсен ĕçĕпе кăмăллă.
— Маргарита Ивановна, çамрăк кадрсем яла килме васкамаççĕ, медицина ĕçче-нĕсем больницăра çителĕклĕ-и?
— Сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче 47 тухтăр, 236 медицина сестри ĕçлет. Паянхи куна кадрсем енчен çитменлĕх çук. Анчах та больницăна çамрăк специалистсем килсен тем пекех хĕпĕртенĕ пулăттăм. Мĕншĕн тесен çывăх çулсенчех тивĕçлĕ канăва каякансем чылай. Çамрăксене тăван ене ĕçлеме килме чĕнсех каласшăн.
— Çĕннине алла илсе, шав малалла ăнтăлмалли сывлăх хуралĕнче ĕçлекенсене шиклентермест-и?
— Çук. Ĕçлекенсем çулсеренех хăйсен пĕлĕвне ÿстереççĕ, ятарлă курссенче вĕренеççĕ. Халĕ пурнăç уттинчен юлмасăр çĕннине алла илмелле, ĕçе кĕртмелле. Акă, специалистсем компьютерпа çăмăллăнах усă курма хăнăхса çитрĕç. Рецептсене унпах çыраççĕ. Сипленекен çыннăн историне те компьютера кĕртеççĕ. Халĕ уйрăмсенче те çак техникăпа усă кураççĕ. Çĕнĕ оборудованипе ĕçлеме опыт кирлĕ, унсăрăн чирлĕ çынна сыватаймăн. Ку енĕпе чăрмавсем çук. Шурă халатлă ĕçченсем çĕннине наччасрах вĕренеççĕ. Пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашаççĕ.
Ăста специалистсем пурри, çынсем кăмăллă пулни ĕçлеме хавхалантарать.
— Больницăн юбилейĕ çитнĕ май сывлăх хуралĕнче ĕçлекенсене мĕн сунатăр?
— 70 çул сахал мар. Çак вăхăтра чылай улшăну пулнă. Нумай-нумай тухтăр ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Хăшĕсем халĕ те ĕçлеççĕ. Пуян опытлă специалистсем тăрăшни, кашни кунах чылай çын пурнăçне çăлни савăнтарать. Малашне те çаплах тăрăшса ĕçлесчĕ. Кăтартусене лайăхлатасчĕ. Пурте пĕрле канашласа, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесен çеç ÿсĕмсем тума май пур. Пурне те çитĕнÿ сунатăп!
Источник: "Каçал Ен"