АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔР ТЫРРИСЕМ ШАНЧĂКЛĂ-И?

06 августа 2008 г.

 

Хуçалăхсем часах кĕрхи культурăсене акма тухаççĕ. Çак вăхăтчен вăрлăха тĕрĕслени лайăх. Паха вăрлăх аксан çеç пысăк тухăç илме пулнине ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа та вăрлăхсем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă, тĕслĕхрен, пĕлтĕр районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 5850 гектар çине кĕрхи культурăсем акнă. Вăл шутран хуçалăхсем ытларах кĕрхи тулă акаççĕ. Çак культурăн тухăçĕ пысăк пулни те савăнтарать. Пĕлтĕр унăн тухăçĕ кашни гектартан вăтамран 23,3 центнерпа танлашнă. Чи пысăк тухăç “Слава” хуçалăхра пулнă. Унти ĕçченсем «московская-39» сортран кашни гектартан вăтамран 35 центнер илнĕ. “Рассвет”, “Дружба”, “Победа”, “Пайгас” хуçалăхсенче, “Искра” колхозра, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче те пухса кĕртнĕ тухăçăн кăтартăвĕсем 27—29 центнерпа танлашнă.

Районта ытларах «московская-39», «безенчугская-380» сортсене çитĕнтереççĕ. Тухăçĕ пысăк пулни хуçалăхсемшĕн паха. Анчах таса та кондицие ларман вăрлăх аксан пысăк тухăç илесси иккĕленÿллĕ. Çавăнпа кĕрхи культурăсене акиччен вĕсене тĕрĕслеттермелле. Вăрлăха çулран çул улăштарни те кирлĕ. Акă, пĕлтĕр 14 хуçалăхра 2281 гектар çине 5649 центнер сортсăр тата ырашпа тулă пĕрлешсе кайнă вăрлăхсем акнă. Хуçалăхсем пурĕ те 8 процент элита, 1—4 репродукциллĕ вăрлăха 38 процент çеç акма пултарнă. Кун пек чухне çителĕклĕ тухăç илесси иккĕлентерет.

Çакă районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем вăрлăха улăштарас, çĕнетес енĕпе япăх ĕçленине пĕлтермест-ши? Май пур таран кивĕ, начар тухăçлă вăрлăхсене лайăххипе улăштарма тăрăшмалла. Çĕннине, паха тухăç параканнине туянмалла. Пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем çеç лайăх тухăç параççĕ. Хăш-пĕр хуçалăх ертÿçисен кĕрхи культурăсене акиччен паянах вăрлăх пирки шутламалла. Хуçалăхра мĕнле вăрлăх пуррине е ăна ăçтан туянмаллине лайăх пĕлмелле. Çавăнпа та акма тухиччен вăрлăхсене çĕнетесси пирки тĕплĕн шутламалла. Ку енĕпе Çĕрпÿри наукăпа тĕпчев институтĕнчен кĕрхи туллăн «московская-39», «безенчугская-380», «галина», кĕрхи ырашăн «безенчугская-87», «фаленская-4», кĕрхи тритикалин «водолей», «дон», «корнет» сорчĕсене туянма май пур. Çĕрпÿ районĕнчи Хорошавинăн фермер хуçалăхĕнче кĕрхи туллăн «розовская-7», тритикалин «михась» сорчĕсене сĕнеççĕ. Кăмăл пулсан, тĕплĕнрех 8-927-864-98-08 телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр. Районти хуçалăхсенче те сортлă вăрлăхсем туянма пулать.

Паха тухăçлă тыр-пул çитĕнтернинчен лайăххи нимĕн те çук.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика