АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЛАЙĂХ УЛШĂНУСЕМ

06 августа 2008 г.

Районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă-экономикăлла кăтартăвĕсене тишкерсе пăхсан лайăх улшăнусем палăраççĕ. Промышленность производстви, вак суту-илÿ çаврăнăшĕ, тÿлевлĕ пулăшу парасси ÿснĕ. Ĕç укçи тÿлессипе парăмсем пулман. Бюджетăн тĕрлĕ шайĕсене налук ытларах пырса кĕнĕ. Пĕчĕк предпринимательствăсăр пуçне, организацисен пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ пĕлтĕрхинчен 51,2 процент ÿснĕ, 282,8 миллион тенкĕпе танлашнă. Промышленность предприятийĕсем хальхи хакпа шутласан 47,62 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Енчен те минераллă шыв производстви пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 82,6 процент пулнă пулсан, тутлă шывсем хатĕрлесси 117,9 процентпа танлашнă. Комсомольскинчи сĕт завочĕ 36,4 миллион тенкĕлĕх (7,4 хут ытларах) продукци туса кăларнă. «Агрокабель» ООО пĕлтĕрхи шайăн 76 проценчĕ чухлĕ провод, 142,7 проценчĕ чухлĕ кабель хатĕрленĕ. Çăкăр тата булка, кондитер изделийĕсем кăларасси те 14,6 процент ÿснĕ.

Пĕтĕм йышши бюджета кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 41,9 миллион тенкĕлĕх налук пырса кĕнĕ. Вăл шутран республикăрине — 16,3 миллион тенкĕ, районтине —17,8 миллион тенкĕ, ял поселенийĕсене — 4,7 миллион тенкĕ. ЧР Патшалăх статистика комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăри вăтам ĕç укçи январь—май уйăхĕсенче 10897,2 тенкĕпе танлашнă пулсан, пирĕн районта 7054,7 тенкĕ пулнă. 6489 тăваткал метр е пĕлтĕрхинчен 15,8 процент ытларах пурăнмалли çурт-йĕр тунă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика