АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАСЕН ШĂПИНЕ – ПЫСĂК ТИМЛĔХ

06 августа 2008 г.

 

“Ачасене пăхса ÿстермесен, вĕсен сывлăхĕпе чунне упрамасан, пурнăç çутлăхне парнелемесен, йывăр чухне алă памасан телейлĕ малашлăх çинчен ĕмĕтленме те кирлĕ мар”.

(Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă çыруран).

Ку сăмахсем районти тăлăх е ашшĕ-амăшĕ пăхман ачасене сыхлас уйрăмшăн тĕп тĕллев вырăнĕнчех. Унта ĕçлекенсен патшалăх умĕнчи парăмĕ — пулăшусăр, ашшĕ-амăшĕн ăшши-сĕр ÿсекен ачасен пурнăçне çăмăллатасси, пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси.

Кăçалхи I çур çулта районта ашшĕ-амăшĕ пăхман çул çитмен 13 ача тупса палăртнă. Вĕсене пурне те ятарласа пăхса усракансем (опекунсем) çемье ăшши парнеленĕ. Районта 3 ача усрава илнĕ çемье те пур, 13 ачаран 9-шĕ — ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăврнă çемьесенчен, 1 ачана амăшĕ çуратмалли çуртрах хăварнă.

Паянхи кун тăлăх е ашшĕ-амăшĕ пăхман ачасене сыхлас уйрăмри учетра 93 ача. Вĕсенчен пиллĕкĕшне 3 çемье усрава илнĕ, 88 ача опекун-çемьесенче хÿтлĕх тупнă. Усрава илнĕ ачасене пăхса тăма, вĕсене валли апат-çимĕç, атă-пушмак, кĕпе-тумтир туянма патшалăх вăхăтра укçа-тенкĕ уйăрать.

Тăлăх е ашшĕ-амăшĕ пăхман ачасене сыхлас уйрăм 2008 çулхи вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче ашшĕ-амăш прависĕр хăвармалли 1 заявление суда янă. Тепĕр материала пăхса тухаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ эрех-сăрапа иртĕхнине, ĕçлеменнине, тĕрĕс мар пурнăç йĕркипе пурăннине палăртнă. Кунсăр пуçне суд валли ачасем ăçта пурăнассине çирĕплетес тĕлĕшпе 7 йышăну хатĕрленĕ. Çавăн пекех çул çитмен 45 ачан пурнăç условийĕсемпе паллашнă.

Хăш-пĕр çемьене тĕрĕсленĕ вăхăтра час-часах пĕр ÿкерчĕк куратпăр: амăшĕ ÿсĕр, кил-çуртра пурăнмалли условисем, апат-çимĕç çук, пĕтĕм çĕрте тирпейсĕрлĕх хуçаланать, эрех-сăрапа минренĕ çынсем... Çак çемьесемпе час-часах профилактика ĕçĕсем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ пулăшу параççĕ.

Тăлăх е ашшĕ-амăшĕ пăхман ачасене сыхлас уйрăм интернатран ача усрава илес ыйтупа тĕплĕн ĕçлет. Тăлăх е ашшĕ-амăшĕ пăхман, шкул пĕтернĕ ачасем вăтам е аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсене кĕрессипе уйрăм консультаци илме пултараççĕ.

Çак ачасене хÿтĕлессипе ĕçлекенсем час-часах каçхи тĕрĕслевсене тухаççĕ. Кĕпе-тумтирпе тивĕçтерес енĕпе те ĕçлетпĕр. Ачасене пулăшас текенсене уйрăма кĕпе-тумтир илсе килсе пама ыйтасшăн. Район администрацийĕн пĕрремĕш хутĕнчи 2-мĕш кабинетра сире яланах хавас. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасем те пулăшу ыйтма пултараççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика