АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇ ИНКЕК МАР, УСĂ КŸТĔР

02 августа 2008 г.

 

Паянхи кун ял хуçалăх кооперативĕсенче ĕç нумай. Комбайнсем тырă выраççĕ, улăма та çийĕнчех пуçтарса пырса прес-лаççĕ е урана хываççĕ. Тракторсем кĕр тыррисем акма çĕр сухалаççĕ. Çав вăхăтрах выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, сенаж хураççĕ, утă çулаççĕ. Пур çĕрте те çынсем вăй хураççĕ. Шел пулин те, вĕсем пур чухне те ĕç тата техника хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаççĕ. «Халиччен пирĕнпе нимĕн те пулман, халĕ те тем сиксе тухмĕ» тесе шутлаççĕ. Ÿсĕрпе ĕçе тухакансем те, руль умне ĕçсе ларакансем те пур. Ĕç тата техника правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен пĕрре мар асăрхаттарсан та хăлхана чикмеççĕ. Эпир сирĕншĕн, сирĕн сывлăхшăн тăрăшатпăр-çке.

Республикăра, районта та кăçал выльăх апачĕ хатĕрленĕ чухне инкек-синкек сиксе тухнă. Вырмара, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте тата агропромышленноçри ытти ĕçсенче тăрăшакансене вуласа пĕлме, ĕçре шута илме республикăра пулса иртнĕ инкексем пирки пĕлтересшĕн.

Муркаш районĕнчи пĕр ялти хĕрарăм вырăнти фермертан курăк çулса пама ыйтнă. Фермер хăй ерçейменнипе тепĕр механизатора трактор шанса панă. Роторлă косилкăпа ĕçе пуçăннă, курăк çинчи арçынна мĕнле асăрхаман-ши; Косилка ăна пайăн-пайăн вакланă. Механизатор 17 çул тракторпа ĕçлет. Асăрхăр, темĕнле опытлă пулсан та тимлĕх кирлех.

Тепĕр тĕслĕх. Çак районти пĕр ялта пурăнакан каллех уйрăм çынна утă çулма пулăшма ыйтнă. Техника хăрушсăрлăхĕн правилисем тăрăх, çулакан агрегат патне 50 метр таран çывăха пыма юрамасть. Анчах та хуçа тракториста сĕнÿсем парас тенĕ-ши, техника çумĕнчех пынă. Пĕр диск вĕçсе тухнă та хуçа урине пырса çапса амантнă.

Вăрнар районĕнчи çул айккине тÿнсе кайнă трактор та уйрăм çыннăн пулнă, механизатор вилнĕ. Куратăр пулĕ, асăннă 3 тĕслĕхре те инкек уйрăм çын тытса пыракан техникăпа çыхăннă. Çавăн пекех Шупашкар районĕнче те трактор çаврăнса ÿкнĕ, çын пурнăçĕ татăлнă. Йĕпреç районĕнчи тĕслĕхре трактор прицепĕ пĕр рабочие хĕстерсе хунă, çын вилнĕ.

Пирĕн районти «Победа» хуçалăхра та ĕç вăхăтĕнче пĕр механизатор синкерлĕ вилчĕ. 6 тĕслĕх, 5 виле, 1 çын аманнă. Республикăра иртнĕ çул çулталăкĕпе те агропромышленноç комплексĕнче 5 çын вилнĕ пулсан, кăçалхи темиçе уйăхрах 5 çын пурнăçĕ татăлнă.

Уйрăм çынсем пирки калас пулсан вĕсем час-часах трактор çине эрех ĕçсе лараççĕ. Вĕсене сыхлакан, асăрхаттаракан çук. Харпăр хăй хуçалăхĕнчи тракторсене тĕрĕслев витĕр кăлармаççĕ, кирлĕ вăхăтра техника пайĕсене пăхса ямаççĕ. Тепĕр чухне юсавлăха, кăлтăксене пĕлсе тăрсах ĕçе тухаççĕ.

Юлашки çулсенче уйрăм çынсен аллинчи тракторсен йышĕ ÿссех пырать. Акă, республикăра, патшалăх техника надзорĕ пĕлтернĕ тăрăх, уйрăм çынсен 6027 трактор пур. Çав вăхăтрах ял хуçалăх предприятийĕсенче — 4658 анчах. Пирĕн районта харпăр хăй хуçалăхĕнче 285 трактор.

Ĕçсем малалла пыраççĕ. Асăрхануллă пулăр, кирек хăш тĕлте ĕçлесен те ĕç тата техника хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп тытса пырăр. Çакă сире инкекрен сыхлĕ, ĕç çемйĕре хурлăх мар, усă кÿрĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика