АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔЛЛЕВЛĔН УСĂ КУРАÇÇĔ

02 августа 2008 г.

 

“АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçласа чылай ĕç тăваççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем, килти уйрăм тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем те унпа тĕллевлĕн усă кураççĕ. Наци проектне районта пурăнакансем мĕнле пурнăçланине вĕсем документсем тăратни çирĕплетет. Ытларах хуçалăхри вите-хуралтăна юсама, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянма кредит илеççĕ. Акă, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти 307 хуçалăх тĕллевлĕ кредитпа усă курнă. Пĕтĕмĕшле 51783 пинлĕх кредит илнĕ. Тĕслĕхрен, районти Перекет банкĕн уйрăмĕнчен 217 хуçалăх 36114,9 пин тенкĕлĕх, Раççей ял хуçалăх банкĕнчен 90 хуçалăх 15668 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Асăннă кредитпа Комсомольски, Урмаел, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕсенче пурăнакансем ытларах усă курнă. Кредит илес текенсем татах та пур. Вĕсем пурте кирлĕ документсем хатĕрлеççĕ, заявлени çыраççĕ. Анчах та кирлĕ хутсене вăрах вăхăт хатĕрлеççĕ. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 307 хуçалăхран 31-шĕ çеç документсене йĕркелесе çитернĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика