АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔЛЛЕВСЕМ ПУРНĂÇЛАНАÇÇĔ

02 августа 2008 г.

 

Республикăра кăçалхи пĕрремĕш çур çулта, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, промышленноç производствин индексĕ 113 процент пулнă (пĕлтĕрхи ÿсĕм 14 процент ытла, унчченхи çул 19 процента яхăн). Раççей кăтартă-вĕнчен чылай пысăкрах. Пĕрремĕш çур çулта çавăн пекех ваккăн тавар çаврăнăшĕ 19 процент, общество апатланăвĕн çаврăнăшĕ 18 процент, халăха тÿлевлĕ пулăшу парасси 9 процент ытла ÿснĕ. Ÿсĕм ăнсăртран пулман, унчченхи çулсенчех пуçланнă. Республика çут çанталăк газĕ кĕртмелли программăна пĕтĕмпех пурнăçланă. Ку вăл çынсен кăмăл-сипетне çĕклеме, харпăр хăйне лайăх туйма, малашлăха планлама тата пурнăçа кĕртме, çемье тăнăçлăхне çирĕплетме, уйрăм çын тытакан хушма хуçалăха аталантарма тата ытти енĕпе экономикăна вăйлатма паха майсем уçса парать. Чăваш Ен килти хушма хуçалăха аталанма пулăшас енĕпе çĕршывра чăннипех лидер шутланать. Ялсене хытарса тунă çулпа çыхăнтарасси вĕçленсе пырать.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта республика тулаш тавар çаврăнăшĕ АПШн 193,8 миллион долларĕпе танлашнă. Çав шутра экспорт — 116,2 миллион, импорт — 77,6 миллион доллар. Республика экспорт çул-йĕрне çирĕп тытса пыни куçкĕрет. Çур çулта, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕ 30 процент ÿснĕ.

Социаллă сферăра ырă пулăмсем уççăн палăраççĕ. Çĕртме уйăхĕнче вăтам ĕç укçи 11333 тенкĕ пулнă. Унăн ÿсĕмĕ федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчен пуринчен пысăкрах — 37 процент. РФ вице-премьерĕ Александр Жуков утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче республикăра ĕçлĕ визитпа пулнă чух Чăваш Енĕн вĕрентÿ сферинче ĕç укçи шайĕ пысăк пулнине палăртнă: çĕртмен 1-мĕшĕ тĕлне вĕрентекенсен 9,1 пин тенкĕ, сывлăх сыхлавĕнче тата пысăкрах: врачсен — 14640 тенкĕ. Танлаштарма: Раçейре — 11200 тенкĕ.

Çак кăтартусене çирĕп тытса тăма, пысăклатса пыма экономикăпа социаллă пурнăçа малалла комплекслă аталантармалла. Республикăн çитес виçĕ çулхи бюджет проектĕнче шăпах çак тĕллев тĕп вырăн йышăнать. Çитес виçĕ çуллăхра промышленноç производствин индексĕн çулталăкри ÿсĕмĕ 10—15 процент пулмалла. 2011 çулта республика бюджечĕн тупăшсен пайĕ 40 миллиард тенке çитмелле. Республикăн харпăр хăй тупăшĕ малашне те çуллен ÿссе пымалла, çав шута тупăшран илекен налук та кĕрет. Çавна май çĕнĕрен ĕç вырăнĕсем туса хурасси, предпринимательлĕхе аталантарасси тĕп вырăн йышăнмалла.

Виçĕ çулхи бюджетăн тупăшсен пайĕ ÿснĕ май тăкаксен пайĕ те ÿсет. Укçа-тенкĕпе мĕнле усă курмалла? Министр шухăшĕпе, чи малтан республикăн тĕллевлĕ программисене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пымалла. Экономикăна инвестици нумайрах явăçтармалла. Вĕрентĕве, культурăна, сывлăх сыхлавне, общество инфратытăмне малалла аталантармалла. Социаллă сферăна укçа-тенкĕ хывасси чылай ÿсмелле. Тĕп тĕллев — ĕç укçине малалла ÿстересси. Кăçалхи раштав уйăхĕнче вăл 25 процент хăпармалла. Хула-район урамĕсене çĕнетсе лайăхлатмалли, халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программăсене малалла пурнăçа кĕртеççĕ. Ялсене хытарса тунă çулпа çыхăнтарнă хыççăн урамсенчи çулсене асфальт сарма тытăнаççĕ. Çав хушăрах хальхи çулсене тирпейлĕ пăхса тăмалла пулать. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантармалла. Çав шута çамрăк специалистсене хваттерпе тивĕçтересси, социаллă ипотекăпа çурт-йĕр тăвасси, коммуналлă хуçалăха тытса тăрасси, агропромышленноç комплексне аталантарасси тата ытти те кĕрет. Республика бюджечĕн пулăшăвĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем малашне те усă курĕç, хăйсен бюджечĕсен тупăшне ÿстерсе пырĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика