02 августа 2008 г.
Районти «Çăкăр завочĕ» ООО унччен çăкăр-булка изделийĕсем çеç хатĕрленĕ пулсан, халĕ унта тем тĕрлĕ продукци те кăлараççĕ. Çакна эпир кондитер цехне кĕрсен хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Пĕремĕксем, рулетсем, шариксем, мармелад, шербет хатĕрлекен оборудовани пĕр тикĕссĕн ĕçлет. Кондитерсен алли-ури те çаврăнăçуллă. Цехра тутлă, хăйнеевĕрлĕ шăршă тăрать. Ăна сывласа илсен, илемлĕ продукцине курсан, ирĕксĕрех вĕсене тутанса пăхас килет. Пахалăх енчен вĕсем чăннипех те пысăк шайра. Ахальтен мар ĕнтĕ çак тавара хамăр районта пурăнакансем çеç мар, ытти вырăнтан та килсе туянаççĕ.
Валентина Петровна Сумзине технолог-бригадир 30 çул ытла çăкăр пĕçерекен заводра вăй хурать. Çĕнĕ йышши оборудовани илнипе питĕ кăмăллă вăл. «Вĕсемпе ĕçлеме лайăх, продукцие пахалăхлă хатĕрлеме май параççĕ»,— тет опытлă ĕçчен.
Гелине Тимергалеевна Ярхунова кондитерăн стажĕ те 30 çул. Хăй ĕçне пĕлсе пурнăçлать, халăх кăмăлне каякан продукци çеç кăларас тесе тăрăшать.
Ĕçлеççĕ, вăй хураççĕ, çынсем кондитер изделийĕсемпе кăмăллă юласса шанаççĕ. Продукцие халăх юратни ĕç пахалăхне туллин çирĕплетет.
— Рынок экономики тетпĕр те, паянхи кун унта витĕмлĕхлĕ курăнас тесен ĕнерхипе çеç лăпланса ларма çук. Çĕннине шырамалла, ассортимента ÿстернипе пĕрлех унăн пахалăхĕ çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла, оборудование çĕнетмелле, çавăн чухне çеç завод рынокра хăй вырăнне тупĕ,— палăртать «Çăкăр завочĕ» ООО директорĕ Ф.Р.Абитов.
Источник: "Каçал Ен"