АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШУРĂ ХАЛАТЛĂ ĔÇЧЕНСЕМ ТАВ СĂМАХНЕ ЧĂННИПЕХ ТИВĔÇЛĔ

02 августа 2008 г.

 

Район больници ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 70 çул çитет. Çак вăхăтра вăл çĕнелнĕ, пурлăх никĕсне пуянлатнă. Кунта 70 çул хушшинче 100-шер тухтăр, медсестра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Хăшĕ-пĕри халĕ те шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Историе аса илес пулсан, чи малтанах 1866 çулта Аслă Каçал ялĕнче фельдшер пунктне хута янă. 1897 çулта унтах 5 койкăллă пункт пулнă. 1938 çулхи август уйăхĕн 3-мĕшĕнче Аслă Каçал ялĕнче 25 вырăнлă больница корпусне уçнă. 1939—1941 çулсенче больницăра Наталья Анисимовна Анисимова тĕп врач пулса ĕçленĕ. 1941— 1943 çулсенче тĕп врач лавне Полина Михайловна Лаакконен туртнă. Вăл дермато-венеролог пулса ĕçленĕ. Ăста специалист нумай-нумай çынна сывалма пулăшнă. Хăй вăхăтĕнче темиçешер пин тенкĕ укçа Мир фондне хывнă. Май пур таран фонда, çынсене пулăшас тесе тăрăшнă.

Гурий Филиппович Филиппов (1943—1949 çç.) та тĕп врачра вăй хунă. Çăмăл пулман тухтăрсене вăрçă çулĕсенче. Медсестрасем хăйсен ĕçĕсене тивĕçлĕ пурнăçласа пынă. Ун чухне чирлĕ çынсем патне лашасемпе çÿренĕ. Тĕслĕхрен, 1941 çулта килте 1600 хĕрарăм ача çуратнă. Кăтартусем чăнах та калама çук пысăк пулнă. Вĕсене тивĕçлĕ пулăшу парас енĕпе тухтăрсем пур çĕре те тухса çÿренĕ.

Тĕп тухтăр Нина Александровна Мезенцева пулнă чухне йывăç çуртра хирурги корпусне хута янă. Ял çыннисемшĕн çакă калама çук пысăк пулăшу пулнă. Çавăн пекех 1952 çулта 30 вырăнлă ача-пăча корпусĕ ĕçлеме пуçланă.

1955—1960 çулсенче район больницине Владимир Васильевич Трусов ертсе пынă.

1960 çултанпа тĕп врачра Вера Васильевна Лаврова ĕçленĕ. Пултаруллă та маттур хĕрарăм тăрăшнă вăхăтра нумай ĕç пурнăçланă. Тĕслĕхрен, 1963 çулта терапи уйрăмне хута янă. 1970 çулта кивĕ амбулатори вырăнне сменăра 480—500 çын йышăнма планланă поликлиникăна ĕçе кĕртнĕ. Унта районта пурăнакансене акушер-гинеколог, нарколог, онколог, отоларинголог, педиатр, терапевт, стоматолог, фтизиатр, хирург, кардиолог, травматолог, дермато-венеролог йышăннă. Поликлиникăра рентген, физиотерапевт, прививка, çул çитмен ачасене тĕрĕслекен, процедура кабинечĕсем ĕçленĕ. Пултаруллă та ăста специалистсем ял халăхне тивĕçлĕ пулăшу панă. 1977 çулта 125 вырăнлă 3 хутлă çурта купалама пуçланă. Шел пулин те, укçа-тенкĕ çитменрен строительство ĕçĕсем вăрах тăсăлнă. 1984 çулта çеç 3 хутлă çурта ĕçе кĕртнĕ. Кунта терапи, хирурги, акушерипе гинекологи, ача çуратмалли уйрăмсем пулнă. Вера Васильевна Лаврова тĕп врач акушер-гинекологра тăрăшнă. Вăл хĕрарăмсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Районта çуралакан кашни ачашăн хĕпĕртенĕ. Аслă пĕлÿллĕ ăста специалиста пурте хисепленĕ, юратнă. Кашниех унран пулăшу ыйтнă. Вера Васильевна тивĕçлĕ канура пулнă пулин те хăйĕн юратнă ĕçне пăрахман, шав больницăна утнă. Хăйĕн паха опытне вăл çамрăксене панă. Çĕннине алла илме вĕрентнĕ. Паха опытлă тухтăр нумай медаль, Хисеп хучĕ, награда илме тивĕç пулнă. 2006 çулчченех вăл тухтăр тивĕçне пурнăçланă, чирлĕ çынсене сыватнă. Нумай-нумай çын ăна паянхи кунччен тав тăвать, ырă кăмăлпа аса илет.

1986—1988 çулсенче Валерий Алексеевич Галкин тĕп врач пулса ĕçленĕ. Шăпах çак вăхăтра ача-пăча корпусĕн çĕнĕ çуртне тума пикеннĕ. 40 вырăнлă корпуса 1990 çулта хута янă. Халĕ кунта ача-пăча сывлăхне тĕрĕслеме пĕтĕм услови пур. Ăста специалистсем, педиатрсем ачасен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. М.С.Кокорева, А.С.Тихонова, Н.И.Кольцова педиатрсем, Т.А.Юманова невропатолог чылай çул шаннă ĕçре тăрăшаççĕ.

1989—1990 çулсенче Римма Николаевна Ижутова тĕп врачра тăрăшнă.

Район больници çĕнелнипе пĕрлех ялсенче те фельдшер пункчĕсем уçăлнă. Ял халăхĕн сывлăхне тĕрĕслеме кун пек меллĕрех пулнă.

Маргарита Ивановна Федорова 1990 çултанпа тĕп врач тивĕçне пурнăçлать. 18 çул вăл шанса панă ĕçре тăрăшать. Çак вăхăтра тĕп больница палăрмаллах çĕнелсе пуянланчĕ. 1997 çулта инфекци уйрăмне хута янă. Малтан инфекци уйрăмĕ кивĕ çуртра çеç пулнă. Халĕ хăтлă та çĕнĕ çуртра ял çыннисене сипленме пĕтĕм услови çителĕклĕ. Тухтăрсем йышăнакан пÿлĕмсене, процедура, лаборатори кабинечĕсене юсаса çĕнетнĕ. Хирурги, терапи, акушерипе гинекологи уйрăмĕсене, рентген кабинета çĕнĕ йышши оборудованипе пуянлатнă. Çынсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслесе, тĕрĕс диагноз лартса, вĕсене сыватасси — тухтăрсен тивĕçĕ.

Васкавлă пулăшу уйрăмĕнче те хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çынсем вăй хураççĕ. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн больницăна çĕнĕ автомашинăсемпе тивĕçтерни чирлисем патне хăвăртрах çитме май парать.

Шурут, Аслă Çĕрпÿел, Çĕнĕ Мăрат, Комсомольски, Аслă Чурачăк, Урмаел, Кĕçĕн Каçал ялĕсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем ял халăхне пысăк пулăшу кÿреççĕ. Вĕсен ĕçĕпе пурте кăмăллă. Халĕ ялсенче пурăнакансем кирлĕ анализсене унтах пама пултараççĕ. Тухтăрсем те сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.

Этем сывлăхĕн хуралĕнче ăшă кăмăллă, çепĕç, хăйсен ĕçне чунтан парăннă çĕршер çын ĕçлет. Истори çинче чарăнса тăнă май ĕçпе вăрçă ветеранĕсене аса илни те вырăнлă пулĕ. Вĕсен хушшинче А.Драндрова, М.Артюшкина, О.Павлова, М.Ананьева, Л.Ананьева, Ф.Улжусева, А.Седлова, Е.Волкова медсестрасем, С.Валетов, Ф.Логинов фельдшерсем хăйсен ĕçне пĕтĕмпех этем сывлăхĕшĕн кĕрешессипе çыхăнтарнă.

Ытти нумай-нумай тухтăрпа медсестрасене те районта пурăнакансем ырăпа аса илеççĕ, тав тăваççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика