02 августа 2008 г.
Раççейри суд приставĕсен федераллă службин Чăваш Енри управленийĕн районти уйрăмĕнче вăй хуракансем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ĕçĕ вара тĕрлĕ енлĕ: алиментçăсемпе, штрафсем, налуксем, патшалăх пошлинисем парса татманнисемпе тĕл пулмалла, укçа-тенкĕ шыраса илмелле. Коллектив пысăках мар, çапах вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе тунине кăтартусем çирĕплетсе параççĕ. Районти суд приставĕсен уйрăмĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе республикăри смотр-конкурсра малти вырăна тухнă. Кăçалхи 6 уйăхра суд приставĕсен уйрăмне пурĕ 3336 ĕç килнĕ. 2904-ĕшне вĕçленĕ. 3 миллион та 183 пин тенке яхăн укçа шыраса илнĕ. Вĕсенчен 1 миллион ытла тенки — налуксем, 707 пин тенки — тĕрлĕ штрафсем. Алимент тÿлемен пирки районти суд приставĕсен уйрăмĕ уголовлă 2 ĕç пуçарнă, вĕсем тăрăх йышăннă приговорсем вăя кĕнĕ.
Приставсен ĕçĕнче çĕнĕлĕх те пур, «Об исполнительном производстве» саккун 2008 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Асăннă саккуна «Сроки и порядок обжалования постановлений и действий должностных лиц службы судебных приставов» пай кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, суд приставĕн ĕçĕ пирки суд приставĕсен уйрăмĕн начальникне жалоба пама юрать. Маларах вара çакнашкал заявленисене прокурорпа судьян çеç пăхса тухма ирĕк пулнă.
Источник: "Каçал Ен"