АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СЫХĂЛĂХ ПИРКИ МАНАР МАР

30 июля 2008 г.

 

Чылай çул каялла çĕршывра, тĕнчере унта та кунта терроризм вăй илнĕ тĕслĕхсем сахал мар пулчĕç. Мускаври пĕр театрта пухăннă 100-шер çынна темиçе кун тыткăнра тытни халĕ те асрах. АПШри çÿллĕ икĕ çурта сирпĕтни, Бесланра пĕр айăпсăр çынсене вĕлерни тĕнчене ура çине тăратрĕ. Вĕсенче чылай çын пурнăçĕ татăлнă.

Унтанпа нумай çул иртнĕ пулсан та, лăпланса ларма, тимлĕхе çухатма юрамасть. Ялсене ытти регионсенчен е ют çĕршывран пĕр-пĕр тăванĕ патне килекен çынсем сахал мар. Вĕсем регистраци тумасăрах пурăнма пултараççĕ. Кăнтăр енчи республикăсенче пурăнакансем пысăк сумкăсемпе ялсем тăрăх çÿрени те халăха сисчĕвлентермелле. Килнĕ çынсем мĕнле шухăшлă пулнине никам та пĕлмест. Çавăнпа та çывăхра иккĕленчĕклĕ е ют çынсем пурăннине асăрхасан, çакăн пирки шалти ĕçсен пайне е миграци службине пĕлтерме ыйтатпăр.

Автовокзал, культура çурчĕ çывăхĕнче, обществăлла ытти вырăнта ют сумка е рюкзак выртнине, иккĕлентерекен автомашина тăнине курсан кун пирки тивĕçлĕ органсене пĕлтерме васкăр. Ют сумка-рюкзаксене тытса е уçса пăхни хака ларма пултарать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика