30 июля 2008 г.
Утă уйăхĕн 25-мĕшĕ Асанкасси ял-йышĕшĕн чăннипех те пĕлтерĕшлĕ кун пулчĕ. Унта хăтлă та илемлĕ «Лесное» (Асанкасси ялĕ вăрман варринче ларнипе-ши?) кафе уçăлчĕ. Ку вăл пур енчен те кирлĕ тесе шутлать ял халăхĕ. Кафере тус-юлташпа тĕл пулса чей чашăкĕ умĕнче калаçса ларма та аван, васканă чухне йăпăртлăх кĕрсе мĕн кирлине туянса тухма та пулать. Ялти ытти лавкка таврашĕпе танлаштарсан, «Лесное» кафе ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 24-чен ĕçлет.
Савăнăçлă пулăма уявлама район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, райпо совечĕн председателĕ Е.И.Карпеев, Чăваш Республикин Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел районĕнчи территори уйрăмĕн ертÿçи Н.М.Сергеева, Асанкасси ял поселенийĕн специалисчĕ Н.И. Чапрасов, патшалăх пушар надзорĕн начальникĕ В.Б.Тихонов килсе çитрĕç. Хăнасем ял халăхне кану вырăнĕ хута кайнă, Е.В. Андреева, Н.В.Школьникова, И.И.Карпова сутуçăсене ĕçе вырнаçнă ятпа саламларĕç. Çак кафе хăйне лайăх енчен çеç кăтартасса шанни çинчен пĕлтерчĕç.
Асанкассисем хăйсене малашне хулари пекех туйма пуçлĕç ĕнтĕ. Кунта халĕ кафе те, нумаях пулмасть уçăлнă чаплă лавкка та пур.
Çакă ялăн юлашки çитĕнĕвĕ марри куçкĕретех. Малаллах аталантăр Асанкасси! Хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе ял-йыша савăнтартăр, района тĕлĕнтертĕр!
Источник: "Каçал Ен"