30 июля 2008 г.
Çул-йĕр çинче асăрхануллă пулмалли пирки пĕлтерсех тăратпăр. Район хаçачĕ урлă та пĕрре мар кун пирки калаçу пулнă. Çапах та руль умне ларнисем те, пассажирсем те хăлхана чикмеççĕ. Инкек сиксе тухасса кĕтеççĕ-ши;
Шел пулин те, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çул-йĕр çинче 10 авари пулнă. Унта 2 çын пурнăçĕ татăлнă, 11 çын сусăрланнă. Куратăр ĕнтĕ, çакă çынсен çемйисене хурлăх илсе кĕнĕ. Ÿсĕр водительсем пирки те сăмах çине-çинех пулать. Асăннă тапхăрта сиксе тухнă инкексенче эрех ĕçнĕ çынсем пулман. Ку районти водительсем автомашинăсем çине эрех ĕçмесĕр ларман тĕслĕхсем пулманнине пĕлтермест. Паян лайăх пулчĕ те, тесе шутламалла мар. Инкек куçа курăнса килменнине эпир пурте питĕ лайăх пĕлетпĕр.
Мототранспорт та çул çинче авари патне илсе пырать. Кăçалхи январь — июнь уйăхĕсенче вĕсене тытса пыракансен айăпĕпе 2 инкек сиксе тухнă. Çул çÿрекенсем пирки те темиçе сăмах калас килет. Йĕри-тавра çаврăнса пăхмасăрах асфальт урлă каçаççĕ, автотранспорт хатĕрĕ килнине пăхмаççĕ. Кăçалхи çур çулта çавна май çуран çÿрекенсем хутшăннипе 1 инкек сиксе тухрĕ.
Уйрăмах аварисем федераллă тата яллă вырăнсенчи çулсем çинче пулнă. Автотранспорт хатĕрĕсем тÿнсе кайнă е пырса çапăннă, çынсем çине пырса кĕнĕ.
Çулсем çинче автомашинăсем хăвăртлăха ÿстерсе çÿреççĕ, дистанцие пăхăнмаççĕ. Кун пек чухне, паллах, инкек сиксе тухасси аякра мар.
Аварисен çуррийĕ, 5 тĕслĕх, ют çĕртен килнĕ водительсен айăпĕпе çыхăннă. Хамăр районта пурăнакан уйрăм çынсем те çул çинчи правилăсене пăхăнманнине пула синкерлĕ лару-тăру патне илсе çитереççĕ.
Каланăччĕ ĕнтĕ, ăнлантару ĕçĕсемпе эпир тăтăшах автотранспорт предприятийĕсене тухса çÿретпĕр, унти техникăна пăхса хаклатпăр. Кăçалхи 6 уйăхра 45 тĕрĕслев ирттернĕ, çитменлĕхсене тупса палăртса ертÿçисене вĕсене пĕтерме предписанисем çырса панă. Çул çине тухакан тата рейсран таврăнакан транспортсене те сăнаса тăратпăр.
Кăçалхи январь — июнь уйăхĕсенче пирĕн инспекторсем çул çÿрев йĕркисене пăснă 2284 тĕслĕхе тупса палăртнă. Вĕсенчен 100-шĕ эрех ĕçнĕ пулнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, пурте ăнланатпăр, штрафсен виçисем ÿсрĕç. Çапах та çул-йĕр правилисене пăсма пăрахмастпăр. Кăçалхи çур çулта çеç районта миравай судьясен участокне автотранспорт хатĕрĕсемпе çÿреме чарасси пирки 212 административлă материал тăратнă. Çул-йĕр правилисене пăснă 710 тĕслĕх пирки ытти регионсене материалсем панă. Пурĕ 418250 тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ.
Районта хытарнă çул пурĕ 190,03 километр йышăнать. Вĕсене ГИБДД ĕçченĕсем пă-хсах тăраççĕ. Ултă уйăхра 48 автоçула тĕрĕсленĕ, çавăн чухлех вĕсене пăхса тăрассишĕн яваплă ертÿçĕсене предписани çырса панă, çитменлĕхсене пĕтерме хушнă.
Юлашкинчен водительсене çул çинче тимлĕрех пулма тепĕр хут ыйтас килет. Правилăсене пăхăнăр, руль умне ÿсĕр ан ларăр.
Источник: "Каçал Ен"