30 июля 2008 г.
Çулсеренех çуллахи каникул вăхăтĕнче районти шкулсенче ĕç тата кану лагерĕсем йĕркелеççĕ. Кăçал та районта 19 лагерь ĕçленĕ.
Вĕрентÿ пайĕпе районти тĕп больница лагерьсене кадрсемпе тивĕçтернĕ. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче лагерь ĕçченĕсен вĕрентĕвĕ иртнĕ. Унччен маларах сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем йĕркелесси çинчен директорсен воспитани енĕпе тимлекен çумĕсен канашлăвĕ пулнă.
Çу уйăхĕн 12—16-мĕшĕсенче ятарлă комисси районти шкулсенчи лагерьсем ачасене йышăнма хатĕрленсе çитнине тĕрĕсленĕ. 19 учреждение лагерьсене ĕçлеттерме ирĕк панă. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче лагерьсем ĕçлеме пуçланă.
Кăçал 3025 (7—16 çулхисем) шкул ачи ĕç, кану, сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче каннă. 19 шкулти лагерьте канакан 925 ачана апат валли кунне 45-шер тенкĕ уйăрнă.
Çавăн пекех çуллахи каникул вăхăтĕнче шкулсенче ĕç бригадисем (1450 вĕренекен) ĕçленĕ. Çак лагерьсенче тĕрлĕ категорири ачасем каннă. Вĕсенчен сахал тупăшлă çемьесенчен — 268 ача, ăнăçсăр çемьесенчен — 44, тăлăх 15 ача, 5 инвалид ача, çул çитмен ачасен комиссийĕнче учетра тăракан 3 ача, нумай ачаллă çемьерен — 169.
Комсомольски 1-мĕш тата Хирти Явăш вăтам шкулĕсем «Шкулти лагерьсенче воспитани ĕçне йĕркелесси» конкурса хутшăннă.
Шкул лагерĕсене тĕрĕслесех тăнă, дисциплинăна пăснине палăртман. Ачасем канупа кăмăллă юлнă.
Источник: "Каçал Ен"