30 июля 2008 г.
Кăçал республикăра ял хуçалăх организацийĕсен тата пысăкрах хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 257,5 пин гектар çинчен пухса илмелле, ку вăл иртнĕ çулхинчен 7,1 процент нумайрах. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх, республикипе 475 пин тоннăран кая мар тырă пухса илме шанăç пур.
Паян ялта, тавар туса илекенсен аллинче, тĕштырă пухса кĕртмелли 1282 комбайн. Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Пăрачкав, Вăрмар, Шăмăршă районĕсенче техникăна вăхăтра юсама тăрăшаççĕ. Юлашки çулсенче ял хуçалăх организацийĕсенче комбайнсен хисепĕ чылай чакнă. Çавна пула техника паркĕн ĕç калăпăшĕ ÿснĕ. Кашни комбайн пуçне вырса пухмалли 267 гектар (нормăпа — 180 гектар) тивет. Вăрмар районĕнче кашни комбайнпа 505 гектар, куславккасен — 484, улатăрсен 409 гектар вырса пухмалла пулать.
Хуçалăх ертÿçисен, кивĕ техникăна юсаса тăкак тÿсиччен, çĕнни, хăватлăраххи, энерги ресурсĕсем перекетлеме пултараканни çинчен шутламалла. Иртнĕ çулсен опычĕ шăпах çакна çирĕплетет. Акă Джон Дир, АCROS, Дон-1500 комбайнсемпе сезонра 600—900 гектар таран тырă вырса пухнă. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУОра, Вăрмар районĕнчи «Арабоси» çĕр ĕç ферминче, Куславкка районĕнчи «Владина-Агро» ОООра çĕнĕ техникăпа 881—730 гектар таран тырă пухса кĕртнĕ, ку машинăсем тухăçлă ĕçленисĕр пуçне тăкак сахал тăваççĕ. «Тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене тăккаламасăр, лайăх пахалăхпа пухса кĕртме тăрăшмалла. Кивелсе çитнĕ комбайнсем вырăнне çĕннине туянма васкавлă мерăсем йышăнмалла»,— тенĕ пĕрлехи ларура ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев.
Кăçал ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем тĕштырă комбайнĕ 53 туяннă. «Агротехкомплект», «Чăвашагрокомплект», «Чăвашагролизинг», «Белко-Сервис» акционер пĕрлешĕвĕсенче тата 31 комбайн пур. Уйăх вĕçĕнче тепĕр 8 комбайн килмелле. Вĕсем çывăх вăхăтра хăйсен хуçисене тупсан уй-хирти тырпула хăвăртрах пухса кĕртме лайăх майсем пулĕччĕç.
Тырпул пухса кĕртнĕ вăхăтра ял хуçалăх производствинче час-часах инкек сиксе тухать, пушарсем пулаççĕ. Иртнĕ çулхи вырма вăхăтĕнче икĕ комбайн çуннă, тепĕр иккĕшĕ çул айккине ÿпĕннĕ. Пĕтĕмпе инкек пĕр миллион тенкĕлĕх ытла пулнă. Икĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Юлашки вăхăтра уйрăм çын хуçалăхĕнче тытакан ял хуçалăх техники йĕркеллĕ ĕçлеменнине пула инкек чылай сиксе тухать. Çакă вăл ялта ĕç сыхлавĕпе, хăрушсăрлăх техникине пăхăнассипе, пушарсем тухасран сыхланассипе тимлĕрех ĕçлеме хистет.
Муниципалитет тытăмĕсенче кăçалхи тыр-пула алла илнипе пĕрлех ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртмелле. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн «2008 çулта уй-хирти сезонлă ĕçсене туса ирттересси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал 57,4 пин гектара çаврăнăша кĕртмелле. Паянхи куна 43,9 пин гектар çинче агротехника ĕçĕсене пурнăçланă. Çав шутра 12,5 пин гектарне акса хăварнă. Çапах та ку тĕлĕшпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме çук. Элĕк (22 процент), Пăрачкав (30,2 процент), Çĕмĕрле (34,1 процент), Тăвай (50,8 процент), Муркаш (54,7 процент) районĕсенче ял хуçалăх çĕрĕсене çаврăнăша кĕртмелли плансене пурнăçламан. Çавна пула 2008 çулта çаврăнăша кĕртме палăртнă ял хуçалăх çĕрĕсен чылай пайĕ акăнмасăр юлма пултарать.
Республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе мĕнлерех усă курнине тĕрĕслеме ятарлă комисси туса хунă. Вăл мĕн пур муниципалитет районĕнче тĕрĕслев ирттернĕ. Пурĕ 72655 гектар çĕр лаптăкĕ усă курмасăр выртнине тупса палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"