30 июля 2008 г.
Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче тырпула пухса кĕртес ыйтупа районта семинар-канашлу иртрĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, тырă йышăнакан предприятисен представителĕсем, «Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕ» ПУП специалисчĕсем хутшăнчĕç. Семинара килсе çитнисем «Луч» ял хуçалăх кооперативĕнче пуçтарăнчĕç.
Канашлу район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков кăçалхи вырмара ăнăçусем суннинчен пуçланчĕ. Районти ял хуçалăх пайĕн агрономĕ И.Х.Минетуллин çак çул ял хуçалăх культурисене мĕнле пăхса çитĕнтерсе пуçтарса кĕртессин хăйнеевĕрлĕхĕсемпе паллаштарчĕ. Патшалăх техника надзорĕн тĕп инженерĕ С.Н.Кокарев комбайнсене вырмана мĕнле хатĕрленмелли çинчен каласа пачĕ. Район администрацийĕн ĕç хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Н.В.Прокопьев хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарчĕ, ĕç вырăнĕн аттестацине тухмалли пирки асăрхаттарчĕ. Канаш элеваторĕнчен килсе çитнĕ Г.П.Зарубин тырпул йышăнассипе çыхăннă ыйтусем пирки калаçрĕ.
Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Восток» ял хуçалăх кооперативĕ, 23-мĕшĕнче — «Труд», «Дружба», «Искра», Минатуллинăн фермер хуçалăхĕсем вырмана тухрĕç. Анчах та хальлĕхе çанталăка пула ĕç вăрах пырать.
Кăçал ĕççи вăхăтне чылай çăмăллăхсем кĕртнĕ. Республикăна çĕнĕ 53 комбайн уйăрса панă пулсан, 12-шне комсомольскисем туяннă.
Юлашкинчен районти ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов хуçалăхсене ĕççине ăнăçлă тата пахалăхлă ирттерме сунчĕ.
Семинарăн практика пайĕ кунта хутшăнакансем «Луч» хуçалăхăн сĕлĕ тата çурхи тулă уйĕсене çитсе курнипе пуçланчĕ. Аван ÿснĕ культурăна курса тухăç лайăх пулассине палăртрĕç вĕсем.
«Урожай» колхозăн çĕрулми уйĕпе те паллашма май пулчĕ. Авăрсем парка, çумкурăк та курăнмасть. Районти тĕп агроном И.Х.Минетуллин нумай пулмасть кунти уй-хире çитсе курнă хыççăн çĕрулми çинче нимĕнле чир-чĕр те асăрхаманнине палăртрĕ. Ку, паллах, «Урожай» колхоз ĕçченĕсем çĕрулми туса илес ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтерет. Вĕсем çĕре кирлĕ тутлăхлă япаласемпе вăхăтра тивĕçтереççĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешес ĕçе те вăраха ямаççĕ.
«Рассвет» ЯХПК ертÿçи М.Р.Афанасьев нумай пулмасть туяннă ял хуçалăх техникипе паллаштарчĕ. Мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ финанс йывăрлăхĕсенчен хăрамасăрах машина-трактор паркне çĕнĕ техникăпа пуянлатсах тăрать.
Çанталăкĕ лайăх тăрсан тыр-пул пухса кĕртес ĕçре чăрмавсем питех пулмĕç. Çавăнпа та çанталăкăн кашни меллĕ саманчĕпе усă курасчĕ. Вырма та вăраха тăсăлмĕ, тухăçĕ те аван пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"