АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСЛĂ ÇĔНТЕРĔВĔН ПАЛЛĂ ТАПХĂРĔ

26 июля 2008 г.

 

Нимĕç фашисчĕсен аслă командованийĕ, уйрăмах Гитлер, Сталин ячĕпе хисепленекен хулана тытса илессине питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ çапăçу тесе хакланă. Пĕтĕм çар вăйне Сталинградшăн çапăçма ярса тăнă. Икĕ енчен те пысăк çухатусем пулнă. Нимĕç фашисчĕсем çав çухатусене пăхмасăр шав малалла талпăннă. Сталинград патĕнче пĕр вырăнта вĕсем Атăл хĕрне те тухнă.

Гитлер Сталинграда паян-ыран тытса илессе шаннă. Çĕнтерÿçĕсене чысласа Берлинта çар парачĕ ирттерме хатĕрленнĕ.

Хĕрлĕ Çар фашистла Германи чаçĕсене пысăк ункăна çавăрса илсен те, нимĕç çарĕсем ункăран тухасса шанса хаяррăн çапăçнă. Сталинградра совет çарĕсем çĕнтерни фашистсемшĕн пысăк кĕтменлĕх пулса тăнă.

Гитлер, унăн маршалĕсем, генералĕсем совет çарĕсен çĕнтерĕвне вырăс хĕлĕн сиввипе сăлтавлама пăхнă, Сталинградшăн тата ытларах вăй пухса çуллахи вăхăтра татăклă çапăçусем тума хатĕрленнĕ.

1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче пуçланнă Курск пĕккинчи чи хаяр çапăçусем. Икĕ енчен те пиншер самолет, пиншер танк хутшăннă. Артиллерин тĕрлĕ енлĕ хĕç-пăшалĕ урăм-сурăм кĕрлесе тăнă. Прохоровка патĕнчи пиншер танк çапăçăвĕ мĕнле хăрушă пулнине сăмахпа каласа пама та çук пулĕ.

Июлĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен оборонăри çапăçусем питĕ хаяр иртнĕ. Нимĕçсем нимĕнле çухатăва пăхмасăр çапăçăва çĕнĕрен çĕнĕ вăйсем кĕртнĕ. Çапах та июлĕн 12-мĕшĕнчен контрнаступленилле çапăçусем те пуçланнă.

Пирĕн çарсем малаллах талпăннă. Хаяр çапăçусене пула нимĕçсен пĕр позицирен теприне хăварса чакма тивнĕ. Августăн 23-мĕшĕнче Курск пĕккинчи çапăçусем пирĕн çарсен çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ.

Августăн 5-мĕшĕнче совет салтакĕсем Орелпа Белгород хулисене ирĕке кăларнă. Çĕнтерÿçĕ-çарсене чысласа Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнăранпа пĕрремĕш хут Мускавра тупăсемпе салют панă.

Пирĕн 324-мĕш стрелковăй дивизи Курск пĕккинчи çапăçусене çурçĕр енчен, Орел хули патĕнчен кĕчĕ. Çапăçусем пирĕн енче июлĕн 12-мĕшĕнче пуçланчĕç.

Нимĕçсен позицине икĕ кун атакăларăмăр, хирĕç-тăру питĕ вăйлă пулчĕ. Июлĕн 13-мĕшĕнче рота командирĕ аманса стройран тухрĕ. Пире çĕрле тепĕр вырăна, 1093-мĕш полк çапăçакан çĕре, куçарса кайрĕç. Вырăна çитсен çĕнĕ командир çитрĕ. Окопсенче выртакан кашни салтак патне пырса пулас çапăçу умĕн лартнă задачăсемпе паллаштарчĕ. Командир çапла приказ пачĕ: ракетăпа сигнал парсанах, пурин те пĕр харăс çĕкленсе малалла талпăнмалла. Чупма çăмăлрах тесе пулас, пире шинельсене, рюкзаксене, противогазсене халĕ кĕтсе выртакан вырăнах пăрахса хăвармалла. Алăра винтовка е автомат тата сапер кĕреçи çеç пулмалла. Нимĕçсем темĕнле вăйлăн персе тăрсан та чарăнмалла мар. Кам выртать, ăна командир хăй пистолетран персе пăрахать.

Часах сигнал пулчĕ. Пурте чупатпăр, пĕри ÿкет, тепри малаллах чупать.

Манăн, связист-телефонист пулнă май, кабель катушкине сÿтсе пыма тивет, çурăм хыçĕнче телефон аппарачĕ тата карабин. Командир çумĕнчех чупатăп.

Эпир 1093 полк салтакĕсем выртакан окопсем патне çитсен вĕсем те çĕкленчĕç. Нимĕçсен позицийĕ çывăх ĕнтĕ.

Тăшмансем хăйсен малти линийĕ умне пĕтĕмпех минăсем лартса тухнă, йĕплĕ пралуксемпе карса хунă.

Çакăн пек самантра саперсем пралукне касма та, минăсене сиенсĕрлетме те ĕлкĕреймерĕç ĕнтĕ. Малта вирхĕнсе пыракансем минăсем çинче сирпĕнчĕç.

Нимĕçсен позицине çитсен манăн катушка çинчи кабель сÿтĕлсе пĕтрĕ. Командир кабель тупса çыхăнăва малалла тăсма хушрĕ. Эпĕ çухалса кайрăм: ăна ăçтан тупмалла-ха?

Командир мана ăнланчĕ. Нимĕçсен блиндажĕ патне чупма хушрĕ. Манăн телее тенĕ пек, позицие васкавлă хăвармалла пулнă пирки, Будские Выселки ялĕ еннелле карнă хĕрлĕ кабеле тăшмансем сÿтсе илме ĕлкĕреймен иккен. Эпĕ часах хамăн кабельпе çыхăнтартăм.

Будские Выселкишĕн пынă çапăçу вăхăтĕнче манăн пуç пĕçерсе кайрĕ. «Пĕтрĕм» тесе кăшкăрса янине çеç астăватăп. Тăна кĕнĕ чух эпĕ нимĕçсен блиндажĕнче выртатăп. Манăн пуçа та, алла та бинтсемпе çыхнă иккен.

Суранланнă ытти салтаксемпе пĕрле пире хирти çар госпитальне ăсатрĕç.

— Каска тăхăнман пулсан, эсĕ чĕрĕ юлаймастăн, — терĕ санинструктор госпитале ăсатнă чух. Осколок каскăна шăтарса пуçа та амантнă.

Каçхине операци сĕтелĕ çине вырттарчĕç. Алла чĕркенĕ бинтсене сÿтрĕç те, «газовая гангрена», терĕç. «Ампутаци» тенине илтрĕм. Вăл сăмах мĕне пĕлтернине те ăнланман хам. Тахăшĕ операцисем хыççăн канма выртнă аслă хирурга чĕнес терĕ. Аслă хирург пăхрĕ. «Совсем молодой парень, давай попробуем спасти ему руку»,— терĕ. Наркоз пачĕç. Алла çуса тасатнă пулнă-мĕн. Тÿрленме вăрах тÿрленчĕ. Çапах алăллă юлтăм. 1944 çул пуçламăшĕнче Новосибирск госпиталĕнчен киле таврăнтăм.

Фронтра пулнă чух кун кĕнеки çыркаласа пынăччĕ. Юлашки наступление кайнă чух вăл рюкзакпа пĕрлех выртса юлнă.

Аслă Çĕнтерÿшĕн пынă çапăçусене час-часах аса илетĕп. Пĕрле вăрçă нушине тÿснĕ тантăшсене, вăрçă вутĕнче вăхăтсăр вилнисене шеллесе аса илетĕп. Пурнăç илемне-ырлăхне кураймасăрах вăрçа пула пуçĕсене хучĕç. Шăпи çапла пулчĕ-ши, пĕлместĕп: эпĕ пурăнатăп-ха. Пурнăç нимĕнрен те хаклă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика