26 июля 2008 г.
Çуллахи вăхăтра çынсем ытларах мотоциклпа, велосипедпа çÿреме кăмăллаççĕ. Кун пек меллĕрех тесе шутлаççĕ пулас. Анчах та уйрăмах çуллахи вăхăтра çул-йĕр çинче мотоциклистсемпе, велосипедистсемпе çыхăннă аварисен шучĕ палăрмаллах ÿсет. Кăçал кăна пирĕн районта мотоциклпа çыхăннă 3 авари регистрациленĕ. Аварисенче 5 çын аманнă. Водительсен мотоциклпа çÿреме ирĕк паракан прависем те пулманни тĕлĕнтерет те, шиклентерет те. Правасăрах вĕсем çул çине мĕншĕн тухнă-ха; Ыйту çине пĕрин те хурав çук. Халĕ тата çул çинче мотоцикл кăна çÿремест. Ватти те, çамрăкки те скутер çине утланса çула тухать. Скутер — çăмăл мотоцикл тесен тĕрĕсрех пулĕ. Унпа çÿреме права, ГИБДД-ра регистрацилени те кирлĕ мар. Çавна пулах руль умне шăпăрлансем ларнинчен те тĕлĕнмелле мар. Çул-йĕр çаксемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать мар-и вара? Вĕсем çул-йĕр правилисене пĕлмеççĕ. Çул çинче çÿреме пĕлни çеç мар, правилăсене çирĕп пăхăнни те кирлĕ. Автомашинăсем пысăк хăвăртлăхпа çÿренĕ çĕрте инкек курасси те çавăнтах. Скутерпа пыракан çамрăксен тимлĕх çук, вĕсем хăйсене ирĕклĕ тытаççĕ. Инкек вара куçа курăнса килмест. Пĕр пĕчĕк йăнăшах авари патне илсе çитерет. Районта çеç мар, ялсенче те скутерпа çÿрекенсен йышĕ хăвăрт ÿсет. Кунта руль умне ачасем те лараççĕ. Ялти условисенче скутерпа çÿреме перекетлĕ те меллĕ пулни пурне те илĕртет.
Акă, тĕслĕхрен, кăçал Тутарстан Республикинче скутерпа, мопедпа çыхăннă 12 авари регистрациленĕ. Аварисенче çул çитмен ачасем аманнă тĕслĕхсем те пур, хăшĕ-пĕри вилмеллех суранланнă. Ашшĕ-амăшĕ туянса панă скутер телей мар, кил-çурта инкек илсе килет мар-и вара? Ашшĕ-амăшĕн скутер туяниччен тĕплĕнрех шутласа пăхмалла. Ачисемшĕн вăл хăрушă транспорт хатĕрĕ мар-ши? Енчен те сирĕн килте скутер пур пулсан унпа еплерех усă курмаллине, çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине пурин те пĕлмелле. Уйрăмах ачасене кун пирки каласа памалла. Çул çинче асăрхануллă пулмалла, пысăк хăвăртлăхпа çÿремелле мар. Çула тухакан водителĕн çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма тивет, унсăрăн инкек курасси çавăнтах.
Источник: "Каçал Ен"