АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУПĂШУСЕНЧЕ КОМСОМОЛЬСКИСЕМ ЯТНЕ ЯМАРĔÇ

26 июля 2008 г.

 

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕ калама çук илемлĕ, хĕвеллĕ тăчĕ. Ахăртнех çанталăкĕ хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсен савăк кăмăлне пăсас темерĕ. Тÿпере пĕр пĕлĕт татки те курăнмарĕ. Шăпах çак кун Елчĕк районĕнче Чăваш Республикин кăнтăр районĕсенчи редакци ĕçченĕсен спартакиади иртрĕ. Унта Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă, Патăрьел, Канаш, Йĕпреç редакцийĕсенчи журналистсем хутшăнчĕç.

Уяв программи “Елчĕк ен” хаçатăн тĕп редакторĕ Н.В.Алексеев, район пуçлăхĕн çумĕ Л.В.Левый салам сăмахĕсем каланипе пуçланчĕ. Вĕсем хăнасене спорт вăййисенче ăнăçусем сунчĕç. Малтанах спартакиадăна хутшăнакансем дартс енĕпе тупăшрĕç. Кунта уйрăмах елчĕксем ăсталăхпа палăрчĕç. Эстафетăра канашсем чи хастаррисем пулчĕç.

Ал вăйне виçессипе комсомольскисене çитекенни пулмарĕ. Л.Шуряшкина тĕп редакторпа Д.Тимофеев водитель чăннипех те хăйсем чи вăйлине кăтартрĕç, пĕрремĕш вырăна алран вĕçертмерĕç. Футбол вăййи те хĕрÿ иртрĕ. Уйрăмах патăрьелсемпе каçалсен командисем çĕнтерÿшĕн пĕр-пĕрне парăнмасăр чылайччен тупăшрĕç. Анчах та “Каçал ен” “Авангардран” ăстарах выляса çĕнтерчĕ. Йĕпреçсем чăн-чăн футболистсем пулни те куç кĕретех. Вĕрен туртассипе уяв “хуçисем” чи маттуррисем, вĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç.

Тĕрлĕ тупăшура ĕшеннĕскерсем пурте шыв хĕррине васкарĕç. Ывăннă хыççăн çырма хĕрринче каннинчен пахи мĕн пултăр! Спорт вăййисем вĕçленсен елчĕксем хăнасене тулăх сĕтел хушшине йыхăрчĕç. Кунтах “Елчĕк енĕн” тĕп редакторĕ пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарчĕ. Пĕрремĕш вырăна уяв хуçисем тухрĕç, иккĕмĕшсем — комсомольскисем, “Çĕнтерÿшĕн” хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем (йĕпреçсем) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç, 4-мĕш вырăнта — канашсем, 5-мĕш вырăн хуçисем — шăмăршăсем, 6-мĕш — елчĕксен 2-мĕш команди, 7-мĕшсем — патăрьелсем. Пурте парнесене тивĕçрĕç. “Каçал ен” редакцийĕн команди питĕ туслине палăртрĕç.

Çак уявра елчĕксем чăннипех те ырă кăмăллă, хăнасене тарават пулнине кăтартрĕç, никама та айккинче тунсăхлама памарĕç. Хăнасем кăçалхи спартакиадăпа кăмăллă юлчĕç. Çитес çул Канашра иртекен спартакиада та кăсăклă иртессе шанас килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика