26 июля 2008 г.
Районти уй-хирсенче ĕç чарăнмасть. Çумăрлă çанталăк тăрсан та кашни уяр самантпа усă курса хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Кăтартусем улшăнсах тăраççĕ. Пĕр çĕрте çанталăк уяр пулать, тепĕр тĕлте урăхларах. Çавăнпа районти хуçалăхсене пĕр пек хак пама май та çук пулĕ.
Июлĕн 22-мĕшĕнче «Искра» колхоз чи малтан хире тухнă. «Дружба», «Труд», «Луч» ял хуçалăх кооперативĕсем, Минатуллин фермер хуçалăхĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем çулнă.
Çумăр пулман пулсан ку ĕçсем малалла пыратчĕç. Хăшĕ-пĕрисем нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулаççĕ. Пĕр хут ÿсекен курăксене çуласси те малалла пырать. Ăна кăçал 1920 гектар çинче çитĕнтернĕ. Май пур таран ăна пуçтарсах пыраççĕ, утă хатĕрлеççĕ.
Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлессине те хăвăртлатмалла. Районта вăл енĕпе ĕçсем пыраççĕ.
Источник: "Каçал Ен"