АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Камай уйĕн урхамахĕсем-2009» çĕнтерÿçи — «Кобра»

00:00 26 июня 2009 г.

 

Июнĕн 25-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕ çумĕнче лаша спорчĕн «Камай уйĕн урхамахĕсем-2009» ăмăртăвĕсем иртрĕç. Республикăри нумай районтан пуçтарăнчĕç унта çак спорта кăмăллакансем. Турнирта тăватă тĕрлĕ ăмăртусем пулчĕç: юланутсем 1330 метра чупрĕç, тиенĕ урапана вырăнтан хускатса 30 метра куçарасси, йывăр груз тиенĕ лава кÿлнĕ лашасемпе 120 метрлă дистанцие тухасси, хăнасем хушшинче «Знаток конного дела» конкурс.

«Камай уйĕн урхамахĕсем-2009» турнира пирĕн районтан та йышлăн хутшăнчĕç. «Урожай» колхозран пилĕк, «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕнчен Петр Павловпа Геннадий Орлов икĕ лашапа пычĕç. «Урожай» хуçалăхăн урхамахĕсем çак ăмăртусенче лайăх енчен палăрчĕç. «Кобра» ятлă ут вара савăнтармаллипех савăнтарчĕ. Вăл, Николай Козлов наездник тытса пынипе, икĕ заездра та финиша чи малтан çитрĕ, турнир чемпионĕ пулса тĕп приза — 7 пин тенкĕ укçана çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Йĕпреç районĕнчи Туçа, Пучинке ялĕсен спортсменĕсем.

Çакна каласа хăварма кăмăллă: шурутсем «Камай уйĕн урхамахĕсем» ăмăртăва çулсеренех хутшăнаççĕ, унтан аван кăтартусемпе таврăнаççĕ. Пĕлтĕр те Михаил Красильников тытса пыракан урхамах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулнă. Çакă «Урожай» хуçалăхра лашасем çине тимлĕх нумай уйăрнинчен те килет ĕнтĕ. Хуçалăх ертÿçи Алексей Ершовăн тÿпи питĕ пысăк çакăнта. Унта çак выльăха 110 пуç ытла тытаççĕ. Ăмăртусене хутшăнаканнисене Геннадий Михайлович Пыркин конюх хĕлĕн-çăвĕн хатĕрлет, тренировкăсем ирттерет.

Кирек мĕнле спортра та ăмăртусене хутшăннăçемĕн ăсталăх ÿссе пырать. Шел пулин те, хамăр районта юлашки çулсенче çакнашкал турнирсем йĕркелеме пăрахрĕç. Ятарласа тунă ипподром та тунсăхлать пуль лаша урисен сассисĕр.

Л.ШУРЯШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика