АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Почтальонсем ĕçре хастар

00:00 09 июня 2009 г.

 

Ялсенчи почтальонсемшĕн халь хĕрÿ вăхăт – 2009 çулăн иккĕмĕш çуррине валли хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр пырать. Чĕчкенти почта уйрăмĕн ĕçченĕсем те халь халăх хушшинче ытларах пулма тăрăшаççĕ. Людмила Полякова, Ильхамия Гибатдинова тата Галина Кокарина Аслă Чурачăк, Чĕчкен, Тукай Мишер ялĕсене хаçат-журнал, пенси укçи валеçеççĕ. Л.П.Морозова начальник каланă тăрăх, почтальонсем питĕ хастар. Ильхамия Гибатдинова çак ĕçре вунçичĕ çул вăй хурать. Паянхи кун район хаçатне «Каçал ене» 77 килте илсе тăраççĕ пулсан, иккĕмĕш çур çула валли çак вăхăт тĕлне ăна 60-а яхăн экземпляр çырăннă. Республикăра, Раççейре тухса тăракан изданисене те чылай çырăнма ĕлкĕрнĕ. «Малтанхи кăтартуран пĕррте чакма шутламастпăр», – тет Людмила Петровна. Чакарма мар, ÿстермелле çеç çырăнакансен йышне, мĕншĕн тесен экономикăри йывăр лару-тăру вăхăтĕнче çынсене чун апачĕ уйрăмах сывлăш пек кирлĕ.

Чылай килте ытти хаçат-журналсене те вулама кăмăллаççĕ. Кунсăр пуçне, периодика изданийĕсене сутассине те аван йĕркеленĕ кунта. Сутлăх тем тĕрлĕ журнал, хаçат пур почтăра: сад-пахча ĕçĕнче сĕнÿ параканнисем, çыхма-çĕлеме вĕрентекеннисем, Раççейри, тĕнчери пурнăç, мода, искусство çинчен çырнисем... Ытти таварсене те хапăлласах туянаççĕ ял çыннисем. Ара, килех илсе килсе пани ватă çынсемшĕн уйрăмах меллĕ-çке. Уйăхсерен вăтамран 16-17 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ тавар сутăнать почта уйрăмĕ урлă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика