00:00 15 августа 2008 г.
Нумаях пулмасть «От старта к старту. Физическая культура и спорт в Комсомольском районе Чувашской Республики» кĕнеке пичетрен тухрĕ. Унăн авторĕ — Галина Волкова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн социаллă педагогĕ. Кĕнекере пирĕн район çыннисем спортра тунă çитĕнÿсем пирки хронологи йĕркипе çырса кăтартнă, спортсменсем çинчен каласа панă. Çавăн пекех спорт мастерĕсен, мастер кандидачĕсен тулли списокĕ пур. Издание сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă.
Шел пулин те, кĕнекен тиражĕ пĕчĕкрех, 200 экземпляр çеç. Автор ăна кашни ял тата шкул библиотекине çитересшĕн. Кĕнекене туянас текенсем 8-927-859-45-12 телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ.