13:37 01 декабря 2017 г.
Ноябрĕн 27-мĕшĕнче кашни эрнере иртекен канашлура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов министерствăри структура подразделенийĕсен тата тĕрлĕ организаци ертÿçисемпе сĕт рынокĕн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
- Ĕне сĕт ытларах антарнă чухне хак яланах чакать, сахаллансан - хак ÿсет. Халĕ вара урăх сăлтавсене те шута илеççĕ. Тĕрĕссипе, сĕт хакне ÿстермелле çеç, вăл вара юлашки вăхăтра чакса пырать, - палăртнă министр.
Аграри апат-çимĕç рынокне йĕркелесе пыракан сектор заведующийĕ Нелли Богданова пĕлтернĕ тăрăх, республикăри хăш-пĕр районсем чĕр тавара йÿнĕ хакпа йышăнаççĕ, мĕншĕн тесен типĕ сĕт тата услам çу тума уйăрнă планра пăхса хунă сĕт интервенцийĕсем кăçал пулса иртмен, çавăнпах сĕт йышăнакан чылай компани асăннă интервенцисем çине шаннă. Кăçал патшалăх резервĕнче типĕ сĕт тата услам çу туянман тата Беларусь Республикинчен чăн хакĕнчен йÿнетсе сутнă сĕт продукцине кÿрсе килмен. Типĕ сĕте туяннинче те улшăнусем пулĕç. Пĕр килограмм типĕ сĕте 138 тенкĕпе илме пулĕ. Беларусь Республикинче универсаллă суту-илÿ биржинче ноябрĕн 24-мĕшĕнче пĕр килограмм типĕ сĕт 135 тенкĕ тăнă.
MILKNEWS пĕлтернĕ тăрăх, сĕт тавар хакне чакарасси хăвăртланса пырать. Çав вăхăтрах ноябрь уйăхĕнче çу тата типĕ сĕт самаях йÿнелнĕ.
Чăваш Енри район администрацийĕсенчен пĕлтернĕ тăрăх, ноябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне, халăхран пĕр литр сĕте вăтамран та 19,4 тенкĕпе йышăннă. Юлашки эрнере вара хак 20 пус йÿнелнĕ.
- Кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта ял çыннинчен сĕте йÿнĕ хакпа туянни вырăнлă мар. Енчен те сĕт хакĕ чакнă пулсан, çакă район администрацийĕсем ĕçлесе çитерейменнине пĕлтерет. Çав вăхăтрах сĕт пахалăхĕ пирки те манмалла мар. Пахалăхлă сĕт нихăçан та йÿнĕ пулмасть, - палăртнă Сергей Артамонов.
Хамăр район тĕлĕшпе те çынсен чылай тавлашу çуралать. Çапах та ял хуçалăх ĕçченĕн сĕт яланах тупăш паракан продукт шутланнă. Ял çынни те, ферма ĕçченĕсем те ĕнерен сĕте ытларах суса илессишĕн тăрăшаççĕ.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики