АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне хаклаççĕ

16:22 20 января 2017 г.

Василий Николаев, АПК ветеранĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ _ çитес çулта влаç органĕсене ĕçлеме вĕрентекен патшалăх пĕлтерĕшлĕ програмăлла документ. Чăваш Республикин пуласлăхĕ, Раççейĕнни пекех, çамрăк ăрăвăн аллинче. Çамрăксен гражданла позицийĕнчен тата пултаруллă ĕçĕнчен пирĕн республикăн аталанăвĕ килет. Михаил Игнатьев çырăвĕнче Тăван çĕршывăн йăли-йĕркине юратни, хисеплени, çĕршыв патне патриотизмла туйăм пулни тĕп вырăнта тăни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ман кăмăла, хам ял хуçалăхĕнче чылай çул тăрăшнăран пуль, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕç укçине ỹстерме палăртни уйрăмах çĕклерĕ. Юлашки 5 çулта шалу 56 процентран 75 процент таран ỹснĕ пулин те, çакă çителĕксеррине каларĕ Михаил Васильевич. "Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен шалăвĕ республикăри вăтам ĕç укçинчен кая мар пулмалла, - терĕ вăл. Апла пулсассăн малашне çамрăксем те ял хуçалăхне таврăнас шанчăк çуралать. Ĕç укçи тивĕçлĕ шайра пулсассăн мĕншĕн тăрăшас мар.

Владимир Николаев, "Кĕтне" ФСК директорĕ:

- Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура пур сферăна та пырса тивекен ыйтусене хускатрĕ. Ĕçĕм спортпа тата физкультурăпа çыхăннăран, спорт темине çутатни кăмăла çĕклерĕ. Михаил Васильевич кăçал Чăваш Енре биатлон комплексĕ уçăлассине пĕлтерчĕ. Çакна пĕтĕмпех республикăра пурăнакансене спортпа ытларах туслаштарас, сывлăха çирĕплетес, маттур спортсменсен ăсталăхне ỹстерес тата вĕсене спортпа туслашма майсем туса парас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унпа пĕрлех республикăра паллă спортсменсем çитĕнессе те шанаççĕ. Акă, Татьяна Акимова Тĕнче чемпионачĕсене хутшăнать, çитĕнĕвĕсем те пур. Çамрăксен унран тĕслĕх илмелле. Тен, районти маттур спортсменсем те ун çул-йĕрне суйласа илĕç.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика