АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Сенкер инçет» олимпиада: пуçламăш тапхăр пĕтĕмлетĕвĕсем

08:50 06 декабря 2016 г.

Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литературине, халăх историйĕпе культурине кăмăллакан шкул ачисем валли «Сенкер инçет» олимпиадăн черетлĕ ăмăртăвĕ пуçланнă. Олимпиадăна 8, 9, 10, 11 класра вĕренекен 669 ача хутшăннă. Вĕренекенсен уйăрса панă вăхăтра олимпиада ыйтăвĕсене хуравламалла пулнă.

Асăннă ăмăрту 2017-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче малалла тăсăлать. Пĕрремĕш тапхăрта пысăк балл пухнисене ăс-тăн вăййин пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче кĕтеççĕ.

Жюри Олимпиадăн иккĕмĕш пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрне хутшăнма тивĕçлĕ пулнисене палăртнă. Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта 10 а класра вĕренекен Мария Моторина, Стас Петров, Никита Белков, Кристина Оленева, Татьяна Сапожникова, Анастасия Исаева çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ.

Пĕрремĕш тапхăрта мала тухнă вĕренекенсене хĕрÿллĕн саламлатпăр, çитес ăмăртура ăнăçу сунатпăр!

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: МБОУ "Комсомольская СОШ №2" Комсомольского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика