16:25 24 июня 2016 г.
Вадим НИКОЛАЕВ, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ:
Паянхи уяв пирки калас пулсан: питĕ вăйлă иртет! Элĕкре кĕске вăхăт хушшинче çав тери паха этномузей туса латни тĕлĕнтерчĕ. Паян хăнана килнĕ ытти муниципалитет ертÿçисем те çакна çирĕплетеççĕ. Пĕрле ĕçлеме пултарнипе тĕлĕнтертĕр. Тĕрĕссипе, Элĕк районĕ юлашки çулсенче чылай ĕç туни курăнать. Кунта пурнăç улшăнни палăрать. Çакă уява йĕркеленинче те сисĕнет.
Пирĕн çакна манмалла мар: Раççей çĕрĕ вăл пирĕн çĕр. Ăна упрамалла, сыхламалла, унпа усă курмалла. Çакна халăх ăнланса илсен эпир тата та вăйлăрах пулатпăр.
Вячеслав ПЛАТОНОВ, «Солнце на спицах» велосипедистсен ушкăнĕн ертÿçи, ентеш:
Икĕ уйăх ют çĕршывра командировкăра пулнă хыççăн паянхи уява питĕ васкаса килтĕм. Тĕрĕссипе, Республика уявне çитес тесех тăрăшрăм. Тата уявĕ хам çуралнă Элĕк районĕнче иртни хавхалантарать. Станислав Вороновăн ĕçĕсен куравне çитсе курма тăрăшрăм. Кайран Элĕк урамĕсем тăрăх утса тăхрăм. Улшăнусем çав тери пысăк. Мĕнле пултарнă! Мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши! Куç тулли илем çине пăхсан чун савăнать.
Виталий РОДИОНОВ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор:
Элĕк районĕнче çакăн евĕр уява ирттересси çинчен сăмах малтан та пулнă-ха вăл. Халĕ акă вăхăчĕ те, майĕ те килчĕ курăнать. Элĕк куç умĕнчех улшăнса кайрĕ. Таса, илемлĕ... Çак илемлĕхпе тасалăха малашне те тытса пырасчĕ. Чăваш халăхĕ авалтанпах тирпейлĕхе юратнă: урамсене, масарсене тасатнă. Эпир чăвашсемех-çке. Пĕтĕмпех хамăртан килет. Паянхи уяв тĕлĕнмелле пуян тесе калас килет. Концерт программи пуян. Пултараççĕ Элĕксем!
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
Первоисточник: АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"