АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мускав урамĕпе - алла-аллăн

13:37 06 ноября 2015 г.

   Ноябрĕн 4-мĕшĕнче районта, республикăра, унăн тулашĕнче пурăнакансем Халăх пĕрлĕхĕн кунне анлăн паллă турĕç. Ăна 2005 çултанпах уявлатпăр пулин те, сумĕ кашни çулах ỹссе, çирĕпленсе пырать. Сăмахран, кăçал Чăваш Енри 200 ытла çынран тăракан делегаци Мускав хулине кайса килнĕ. Делегаци Мускав хулинчи Хĕрлĕ площадьре йĕркеленĕ митинга, "Эпир пĕрле!" акцие хутшăннă. Вĕсем Раççей, Чăваш Республикин ялавĕсене, транспарантсем йăтса юрласа Тверь урамĕпе мăнаçлăн утнă. Хăйсем çеç мар, тĕрлĕ çĕртен килнисем пурте пĕр йыша пухăнса юрланă, ташланă. Çакă çĕршывра тĕрлĕ халăх çынни килĕштерсе, пĕр-пĕрне сума суса пурăннине çирĕплетет.

   Уяв чăннипех те çỹллĕ шайра, ĕмĕрлĕхе асра юлмалла иртнине çав кун акцие хутшăннă çынсем çирĕплетеççĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентеш, "Уяв" халăх фольклор ансамблĕн ертỹçи Зинаида Алексеевна Козлова та пулнă.

   - Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне республикăра тата унăн тулашĕнче пурăнакансем Мускав хулинче паллă туни - пирĕн туслăх çирĕп пулнине, Раççейре тĕрлĕ халăх çынни пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăннине палăртакан пулăм. Кун пек уявра пулса курнине ас тумастăп. Вăл чăннипех те тĕлĕнмелле чаплă иртрĕ. Эпир, республика делегацийĕ йышĕнче кайнисем, чăваш тумĕсемпе, ялавĕпе, транспарантсемпе Тверь урамĕпе иртрĕмĕр. Чуна пырса тивекен юрăсене шăрантартăмăр. Пирĕн кĕвĕпе Кавказ артисчĕсем лезгинка ташлани чĕрене пырса тиврĕ.Чăвашĕ, тутарĕ, вырăсĕ - пурте пĕр йыша пухăнса савăнтăмăр.

   Чăваш Енрен кайнă делегаци чи йышли пулнине те палăртма кăмăллă. Чăвашсене аякран паллани, çынсем республика ялавĕн пĕлтерĕшĕпе кăсăкланни, пире алă çупса саламлани паянхи кун та куç умĕнче. Чăвашсене Мускавра чăннипех те лайăх пĕлеççĕ иккен. Чи асра юлнă самантсенчен пĕри вăл - виçĕ тĕслĕ Раççей пысăк ялавне илсе тухни, ăна митинга хутшăнакан кашни çын тытса пăхни, ăна йăтни. Вун-вун халăх çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пулăшса, тăнăçлăхра пурăннинчен хаклăраххи тата мĕн пултăр. Пирĕн туслăх ĕмĕре пытăр!- терĕ савăнса, хăпартланса Зинаида Алексеевна.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика