13:26 13 сентября 2015 г.
Ревокат МОИСЕЕВ: Паян - пĕрлехи суйлав кунĕ. Маншăн вăл чи пĕлтерĕшлĕ кунсенчен пĕри. Пĕр суйлавран та пăрăнса юлман. Кашнинчех участока çитсе хамăн кăмăла каякан, влаçа ертсе пыма пултаракан кандидатшăн сасăланă. Паян та халăхшăн, ĕçченсемшĕн, çамрăксен пуласлăхĕшĕн тăрăшакан Чăваш Республикин Пуçлăхĕн вырăнне йышăнма тивĕç кандидатшăн, ял çыннисен ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан вырăнти депутатсемшĕн сасăларăм. Шăпах вĕсем малашне тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатас енĕпе тăрăшĕç те. Вĕсем хăйсен ĕç вырăнĕнче тăван республика ырлăхĕшĕн тỹрĕ кăмăлпа ĕçлĕç. Çитес вăхăтра шăпах паян суйланнă кандидат республикăри социаллă -экономикăллă лару-тăрăва татах та лайăхлатĕ, нумай çĕнĕ объект хута кайĕ, шкулсем, ача сачĕсем çĕкленĕç. Малашнехи ĕçсем ăнса пырасса пĕрре те иккĕленместĕп. Çутă малашлăха шанса пурăнатăп.
Юрий МИТЮКОВ: Паян кашни çын суйлава çитмеллех. Пурте пĕрле çеç малашне ĕçлеме шанакан кандитата суйлама пултаратпăр. Юлашки çулсенче халăхăн пурнăç шайне ỹстерес тата республика экономикине аталантарас тĕлĕшпе çирĕп утăмсем пулчĕç. Малашне те республика аталанасса, тата та вăй илсе чечекленессе шанатăп. Халăх шанса суйланнă кандидат - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ- çакна пĕтĕмĕпех пурнăçлĕ те. Вăл пĕтĕм халăх пуласлăхĕшĕн тăрăшакан çын пулĕ. Апла пулсассăн, пурте паян ман пек, пирĕн çемье пек, тĕрĕс утăм тăвăр. Республика, район пуласлăхĕшĕн сасăлар. Пĕрлĕхре - пирĕн вăй.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики