08:14 08 сентября 2015 г.
Чӑваш Ен финанс сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Професси уявӗ ячӗпе чи ӑшӑ тата чунтан тухакан саламланине йышӑнсамӑр!
Тӗплӗн шутласа тӗрӗс йышӑнусем туни, вичкӗнлӗхпе ҫаврӑнӑҫулӑх тата анлӑн шухӑшлама пӗлни пирӗн республикӑри финансистсене хальхи вӑхӑтри условисенче укҫа-тенкӗн пысӑк калӑпӑшӗпе пӗлсе усӑ курма, рынокӑн тӑтӑшах улшӑнса тӑракан лару-тӑрӑвне вӑхӑтра шута илсе тӑма май параҫҫӗ.
Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджечӗ социаллӑ тӗллевлӗ. Усӑ курмалли укҫа-тенкӗн 99,9 процентне республикӑн ҫирӗплетнӗ патшалӑх программисемпе килӗшӳллӗн пайласа параҫҫӗ. Чӑваш Республики ку чухнехи информаци технологийӗсемпе усӑ курни обществӑлла укҫа-тенке тухӑҫлӑн тытса пыма пулӑшать. Пирӗн «Электронлӑ бюджет» инновациллӗ проектпа Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсем те анлӑн усӑ кураҫҫӗ.
Федераци центрӗпе йӗркеленнӗ лайӑх ҫыхӑну, обществӑлла укҫа-тенкӗпе тухӑҫлӑн тата уҫӑмлӑн усӑ курни миллиардшар тенкӗлӗх бюджет кредичӗсене ҫулталӑкне 0,1 процент ставкӑпа явӑҫтарма май парать, ҫавна пула патшалӑх парӑмне тивӗҫтерме каякан республика бюджечӗн тӑкакӗсем палӑрмаллах чакрӗҫ.
«ЭкспертРа» паллӑ рейтинг агентстви 2014 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пирӗн региона «Кредит тавӑрма пултараслӑхӑн питех те ҫӳллӗ шайӗ» А+ инвестици рейтингӗпе палӑртнӑ. Ҫак кӑтартусене бюджет политикине шайлашуллӑн тата тӗплӗн шухӑшласа тытса пынине пула тума май килчӗ.
Пирӗн республикӑри финансистсем Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасишӗн малашне те тӳрӗ кӑмӑлпа тата лайӑх ӗҫлессе шанса тӑратӑп.
Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, тӑнӑҫлӑх тата ырлӑх сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн
тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан М.Игнатьев
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики