09:59 14 мая 2015 г.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫак паллӑ уяв ҫемьен пӗлтерӗшӗпе хаклӑхне, вӑл обществӑн пахаран та паха пайӗ пулнине палӑртать.
«Патшалӑх вӑл – пысӑк ҫемье, ҫемье вара – юрату вӑйӗ хӑват парса тӑракан пӗчӗк патшалӑх», – пӗлтерет халӑх ӑсӗ. Юрату, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшни, пӗрне-пӗри хисеплени, шанни, ӑнланма тата каҫарма пӗлни – ҫак питех те пӗлтерӗшлӗ паха енсем ҫирӗп те туслӑ ҫемьери хутшӑнусене йӗркелеҫҫӗ. Ҫирӗп ҫемье – сывӑ обществӑн, Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн телейлӗ пуласлӑхӗн шанчӑклӑ никӗсӗ.
Чӑваш Республикинче ҫемье енӗпе тытса пыракан патшалӑх политики ҫемье институтне ҫирӗплетессине, ача амӑшӗпе ачалӑха пулӑшассине, нумай ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ хӳтлӗх парассине пысӑк вырӑна хурать. Республикӑн амӑшӗн капиталне тӳлетпӗр, виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн вӗсем виҫӗ ҫула ҫитиччен кашни уйӑхра пособи паратпӑр, нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтеретпӗр.
Медицина тата вӗренӳ енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхӗ лайӑхланать. Юлашки ҫулсенче республикӑра 43 ача сачӗ хута кайнӑ, шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли ҫирӗм пин ҫурӑ ытла вырӑн йӗркеленӗ. Шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӳреме черетре тӑракан икӗ ҫултан аслӑрах мӗн пур ача валли ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне асӑннӑ пӗлӳ ҫурчӗсенче вырӑнсем хатӗр пулӗҫ.
Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн ырӑ кӑтартӑвӗсене пула Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 25 процент чухлӗ ӳсрӗ тата халӑх йышӗ хӑй тӗллӗн ӳссе пыни виҫӗ ҫул хушши шанчӑклӑн палӑрать.
Ҫамрӑксемшӗн лайӑх тӗслӗх пулса ҫемье вучахӗн ҫулӑмне вуншар ҫул хушши типтерлӗн сыхласа упракан мӗнпур ҫынна чунтан тав тӑватӑп. Кашни килте яланах тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ хуҫалантӑр, ачасен янравлӑ кулли илтӗнсе тӑтӑр!
Сире юратупа чун хавалӗ, ырӑ шанчӑк тата пӗр-пӗрне ӑнланма, телейпе ырлӑх сунатӑп!
Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики