08:23 14 мая 2015 г.
2015 çулхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарас ĕç малалла пырать.
Çу уйăхĕн 14-23-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ пырать. Çак тапхăрта "Каçал ен" хаçата 346 тенкĕ те 20 пуспа çырăнтараççĕ. 323 тенкĕ те 82 пуспа çырăнсан çыхăну уйрăмне хăвăрăн кайса илмелле пулать.
Хисеплĕ туссем! Хаксем йỹнĕ чухне район хаçатне çырăнса юлăр. Ял çынни пус çумне пус хушса пурăнать. Эпир сире питĕ лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа та тепĕр чухне 31 тенкĕ те 329 пус перекетлени те аван.
"Каçал ен" хаçат кашни çемьере пулсан - сирĕн çĕр тус-юлташ пулĕ, эсир район хыпарĕнчен пĕрре те тăрса юлмăр.
Васкăр, паянах почтальонсемпе тĕл пулăр, район хаçатне çак вунăкунлăхра çырăнса юлăр.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики