АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Районта - чăваш хаçат-журналĕн кунĕ

13:25 10 апреля 2015 г.

   "Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченĕсем ырă йăла пуçарнă. Чăваш хаçат-журналне кăларакансем республикăри районсене çитсе ял çынисемпе куçа-куçăн курса калаçаççĕ, кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ. Вĕсем Муркашра, Йĕпреçре, Вăрмарпа Вăрнарта, Елчĕкре тĕлпулусем ирттернĕ те.

   Апрелĕн 9-мĕшĕнче калем ăстисем районта пулчĕç. Культурăпа кану центрне пухăннă хаçат-журнал тусĕсемпе курнăçрĕç, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç. "Хыпар" ИÇ директорĕ-тĕп редакторĕ, чăваш халăх поэчĕ, ентеш Валерий Туркай, тĕп редактор çумĕ Геннадий Максимов, "Тантăш", "Тетте", "Самант" "Çамрăксен хаçачĕ", "Тăван Атăл", "Хресчен сасси" кăларăмсен редакторĕсемпе корреспонденчĕсем тата юрăçсем килсе çитрĕç.

   Тĕлпулу чăннипех те тухăçлă та кăсăклă иртрĕ. Издательство çуртĕнче Каçал тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ ентешсем йышлăн ĕçленĕрен-ши, сỹтсе явмалли, ыйтса пĕлмелли нумай пулчĕ.

   - Республикăра тĕрлĕ хаçат-журнал пичетленсе тухать пулин те, чи малтанах алла район хаçатне "Каçал ене" тата "Хыпара" алла илетĕп. Ĕç кунне шăпах вĕсенчен пуçлатăп, ытти кăларăмсене те юратса вулатăп, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев калаçу пуçарнă май.

   Хыпарçăсем калăплакан хаçатсене республикăра пурăнакансем хапăлласах çырăнаççĕ. Вĕсене вуламасăр май та килмест. Унта Раççейре, республикăра пулса иртнипе, хумхантаракан ыйтусемпе, вулакансен çырăвĕсемпе туллин паллаштараççĕ. Апла пулсассăн хаçат-журнал кашни килтех пулмалла.

   - Паян "Хыпар" ИÇ кашни ỹсĕм кăмăлне тивĕçтерекен 15 кăларăм хатĕрлет. Страницăсен дизайнне лайăхлатса, материалсен содержанийĕсене пуянлатса, тĕрлĕ темăсене хускатма, çутатма тăрăшатпăр. Пирĕн кăлăрăмсе кашни килтех пулмалла, - терĕ тĕл пулăва пуçланă май Валерий Туркай. Вăл хаçат пĕлтерĕшĕ, юлашки вăхăтра çырăнтару хакĕсем ỹсни пирки те каларĕ. Апла пулин те вулакансен шучĕ сыхланса юласса, ỹсессе шаннине пĕлтерчĕ. Геннадий Максимов тĕлпулăва уйрăмах ачасем, хаçат тусĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннишĕн савăннине пытармарĕ, вăхăт тупса килнĕшĕн тав турĕ. Çав вăхăтрах районти почта уйрăмĕн ĕçченĕсем, педагогсем ерçейменшĕн кăмăлсăр пулнине палăртсах хăварчĕ.

   Тĕл пулăва хыпарçăсем парнепе килнĕ, район администрацийĕн пуçлăхне Михаил Афанасьева, хаçатăн хисеплĕ тусне, ĕçпе вăрçă ветеранне Ревокат Моисеева, тĕп библиотека директорне Инна Яндрована кĕнекесем парнелерĕç. К.Осокина, В.Вахтеркин юрăçсем, культурăпа кану центрĕн директорĕ М.Илларионова "Хыпар" издательство çурчĕн кунне çепĕç юрăсемпе илемлетрĕç. 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика