АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » М.М.Зайнуллин, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ пирки

14:38 27 января 2015 г.

   - Республика Пуçлăхĕн кăçалхи Çырăвĕ ытти çулхисенчен килĕшрĕ. Залра ларакансем чылай хутчен алă çупни мана кăна мар, ыттисене те килĕшнине çирĕплетрĕ. ЧР Пуçлăхĕ юлашки тăватă çула пĕтĕмлетрĕ - чăннипех нумай тунă. Малашне те чарăнса тăрасшăн мар.

   Урмаел ял тăрăхне илес пулсан - юлашки çулсенче Тукай Мишер вăтам шкулĕ, çĕнелчĕ, унтах ача сачĕ хушăнчĕ. Урмаелти шкулта та чылай юсав ĕçĕ пурнăçланă. Çулсене йĕркелесе юсаса тăрассипе те ĕçлетпĕр. Çырура пĕрремĕш вырăна çынна лартни килĕшрĕ. Мана экономика çинчен калани те кăмăла кайрĕ.

   Çырура Михаил Васильевич çакăн пек каларăшпа усă курчĕ: "Перекетленĕ пĕр тенкĕ вăл - ĕçлесе илнĕ укçа". Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Сăмахран, çын пуçне кашни ял тăрăхĕн бюджетне пĕрешкел укçа-тенкĕ хываççĕ. Ăна тирпейлĕ тăкакласан нумайрах ĕç тума пулать-çке çав укçа-тенкĕпех. Çавăнпа та пур укçапа ĕçлеме пĕлмелле тесе шутлатăп.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Комсомольской районной газеты «Касал ен» («Кошелеевский край») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика